Республикăри патшалăх пурлăхӗпе усă курни, çӗр сутни ТР бюджетне самай укçа-тенкӗ кӗртнӗ
Китайсен философӗ Конфуций «Çӗр туянăр, ыттисемпе танлаштарсан, вăл урăх ӳсмест» тесе каланă сăмахсем историре упранса юлнă. Юлашки çулсенче республикăра çӗр хакӗ самай ӳснӗ, уйрăмах пысăк хуласен çывăхӗнче
Сентябрӗн 30-мӗшӗ тӗлне патшалăх пурлăхӗпе, çӗр пайӗсемпе усă курни тата вӗсене сутни республика бюджетне 3,8 миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ. Республика хысни умӗнчи бюджет заданине 101,5 процента тултарнă тесе пӗлтерет ТР Çӗрпе пурлăх хутшăнăвӗсен министерствин пресс-служби.
Чи пысăк хисеп – 3,3 млрд тенкӗ – çӗр арендишӗн хушăннă. Тата 176,9 млн тенкӗ пурлăх арендишӗн кӗнӗ. Пурлăха сутни 20,3 млн тенкӗ кӗртнӗ бюджета, сервитут – 17,9 млн тенкӗ, Патшалăхăн çӗр пайӗсене 4,6 млн тенкӗлӗх сутнă.
Шанса панă управленишӗн (доверительное управление) хыснана 44,2 млн тенкӗ кӗнӗ, дивидендсен калăпăшӗ 79,8 млн тенке çитнӗ. Патшалăх унитари предприятийӗсен таса тупăшӗ 77,8 млн тенкӗпе танлашать. Унсăр пуçне 22,01 млн тенкӗ ытти тупăш шутӗнче.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев