Республикăри районсенче «Махалля» пултарулăх уçлăхӗ» проект ӗçлеме пуçланă
Апрелӗн 1-мӗшӗнче Арск, Апас, Çӗпрел, Кукмор, Мӗслӗм, Рыбно-Слободски тата Саба районӗсенче ялсенчи Культура çурчӗсенче «Махалля» пултарулăх уçлăхӗ» проект ӗçлеме пуçланă.
«Махалля» пултарулăх уçлăхӗ» проект вăл искусствăна юратакансемпе хаклакансене пӗр çӗре пуçтаракан тӗлӗнмелле арт-кластер. Унта ӳкерекенсемпе арт-коворкинга кăмăллакансен, пир тӗртекенсен, тӗрлекенсен, кăçатă йăвалакансен, йывăçран тӗрлӗ япала ăсталакансен тата ыттисен клубӗсем те пӗрлехи уроксем ирттерме пултараççӗ.
Проектăн тӗп тӗллевӗ — этнокультурăлла тӗрлӗлӗхе популяризацилеме пулăшакан культурăлла кану площадкине аталантарасси.
Кукмор районӗнчи Туембаш ялӗнчи Культура çуртӗнче ав, тӗслӗхрен, «Шерстяные истории» ятлă ăсталăх клубӗ ӗçлеме пуçланă. Кунта ăстаçăсем фелтинг техникипе усă курса кӗççе пусма вӗрентеççӗ. Ку ял кăçатă тăвас енӗпе тахçанах республикипех паллă. Халӗ кунти маçтăрсем килте пуснă кăçатта фелтинг мелӗпе илемлетме те вӗренсе çитнӗ. Малашне ăстаçăсем ачасемпе çамрăксем валли те мастер-классем ирттерме планлаççӗ.
Сăнӳкерчӗксем ТР Культура министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев