Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри шкулсемпе колледжсене тӗпрен юсаççӗ

Тутарстан кăçал районсенчи шкулсемпе колледжсене тӗпрен юсама 1 миллиард тенкӗ ытла укçа-тенкӗ уйăрать.

2024 çулта Тутарстанра 17 шкулпа колледжне тата икӗ ача çуртне тӗпрен юсасшăн. Декабрӗн 1-мӗшӗччен çак шкулсене юсама палăртнă:


Тури Услонра;


Актанышра;


Апас районӗнчи Кивӗ Юмралы, Деушево, Сатламышево, Чура-Барышево ялӗсенчи шкулсене;


Çырчаллинчи Гали Акыш ячӗллӗ 84№ лицей-интерната;


Анат Камăри медколледжа; 


Элметри 19№ шкула;


Мензелинскри 2№ вăтам шкула;


Элметпе Лениногорскри ача çурчӗсене.


Кунсăр пуçне 620 миллион тенкӗ çичӗ техникумпа колледжа çӗнетме ярасшăн:


Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумне;


Анат Камăри педагогика колледжне;


Нурлатри аграри техникумне;


Апасри аграри колледжне;


Анат Камăри агропромышленность колледжне;


ХФУн Елабугăри филиалне; 


Хусанти педагогика колледжне.


Юсав ӗçӗсене кăçалхи декабрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗçлеме тивӗç.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев