Республикӑра пурӑнакансене сӑнӳкерчӗксен конкурсне хутшӑнма чӗнеҫҫӗ
«Татар информ» информаци агентстви «А у нас во дворе – 2026» конкурс пуҫланни ҫинчен пӗлтерет. Конкурса уйрӑм е нумай хваттерлӗ ҫурта пурӑнакансем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлне кил-картише илемлетнине ӳкерсе #аунасводворе2026 хештегпа «ВКонтактери» харпӑр страницӑра кӗске комментарий ҫырса вырнаҫтармалла. Профиль уҫӑ пулмаллине аса илтереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.
Заявкӑсене январӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Сасӑлав икӗ тапхӑрпа «Татар-информ» сайтра иртӗ.
Пӗрремӗш тапхӑр январӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 1-мӗшӗччен пырать, унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх финала чи нумай сасӑ пухнӑ 10 хутшӑнакан тухать. Сасӑлавӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ февралӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен иртет, унта конкурсӑн виҫӗ ҫӗнтерӳҫине палӑртӗҫ.
Конкурса февралӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫа-тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев