Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Революци поэчӗн юбилейне республикипех уявлаççӗ

Чӳк уйăхӗн 16-мӗшӗнче кăвар чӗреллӗ поэт çуралнăранпа 120 çул çитрӗ

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Чăваш патшалăх çамрăксен театрӗнче Çеçпӗл Мишшине халалланă уяв каçӗ иртет. Унта республика ертӳçисем, интеллигенци, çӗнӗ чăваш поэзине никӗслекенӗн пултарулăхне кăмăллакансем пухăнӗç.  

Çеçпӗл Мишши музейӗ фойере поэта халалланă курав йӗркелет. Вăл питӗ хире-хирӗçлӗ сăнар. Унăн пурнăçӗпе пултарулăхӗ чăвашсен историйӗнче йӗр хăварчех. Ревтрибунал председателӗ, хăваласа янă çын, йышăннă гений. 22 çул хушшинче вăл литература шедеврӗсем хайлать, куçарусемпе ӗçлет. Çеçпӗл – ун чухнехи самана çынни. Ăна палăксем лартнă, ун ятне урамсене, скверсене, театрсене панă. Сăввисем 55 чӗлхепе янăраççӗ.  

1979 çулта çамрăксентеатрӗн коллективӗ Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ премие илме тивӗçнӗ. 20 çултан Чăваш ТЮЗне поэт ятне панă. Театр коллективӗ çак ятпа мăнаçланать.

Уява Тутарстан делегацине те чӗннӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев