Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов тата Национальноҫсен ӗҫӗсемпе Федераллӑ агентствон ертӳҫи Игорь Баринов ТР Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртӗнче пулчӗҫ

Унта вӗсем ТР Халӑхсен ассамблеине кӗрекен наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисемпе тӗлпулчӗҫ

Игорь Баринов сӑмахӗсемпе, Мускава регионсенчен наци политикине йӗркелеме пулӑшма ыйтма килекен чиновниксене федераллӑ агентство Тутарстана вӗренме кайма сӗнет. Мӗншӗн тӗсен кунта халӑхсем хушшинчи хутшӑнусене кирлӗ пек йӗркеленӗ, ыттисенчи пек шӑв-шав ҫук.

"Халӑхсем хушшинчи хутшӑнусем хирӗҫӳ патне илсе ҫитерсен, вӗсем ҫинчен пӗтӗм хыпар хатӗрӗсем пӗлтереҫҫӗ, пысӑк резонанс ҫӗкленет. Тӑнӑҫлӑх ҫинчен ытла никамах та ҫырасшӑн мар. Ҫав вӑхӑтра мирлӗ пурнӑҫ - пирӗн ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхӗн никӗсӗ. Ҫак ӗҫре наципе культура автоннмийӗн ертӳҫисен витӗмӗ пысӑк.

Тутарстанри вузсенче 4 пине яхӑн Узбекистан студенчӗ вӗренет, 40 пин ытла ҫын ӗҫ патенчӗ илнӗ. Узбексен наципе культура автоннмийӗн ертӳҫисем кашни кун Ташкентран вӗҫсе килнӗ ентешӗсемпе тӗлпулса канашлусем ирттереҫҫӗ, кунта хӑйсене мӗнле тытмаллине вӗрентеҫҫӗ. 

Тутарстанри Халӑхсен ассамблеи республика командипе пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлени лайӑх ҫимӗҫсем парать

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев