Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Беларусьри тутар обществисен представителӗсемпе тӗл пулнă

Республика Раисӗ икӗ кунлăх визитпа кӳршӗ çӗршывра пулӗ

Беларуссен енчен мероприятире вице-премьер Петр Пархомчик хутшăннă. Пирӗнпе туслă çӗршывра паянхи куна 7316 тутар пурăнать. Унти «Чишма» пӗрлешӳ ыттисенчен хастартарах. 1999 çултанпа Беларусьра Сабантуй уявӗ ирттереççӗ. 
Йăхташӗсене саламланă май, Рустам Минниханов вӗсен тăван чӗлхепе культурине упраса хăварас тесе пысăк ӗç тунине палăртнă: «Пирӗн ентешсем çак çӗршывăн халăхӗсем пӗр-пӗринпе хутшăнас, пӗр-пӗрне ăнланас ӗçе хăйсен тивӗçлӗ пайне кӗртеççӗ». 
Вăл общество организацийӗсен активисчӗсене хастар пулнăшăн тав тунă, вӗсене наци патриочӗсем, религи патриочӗсем тенӗ. Рустам Минниханов кăçал Хусанта Халăхсем хушшинчи «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum» иртесси çинчен пӗлтернӗ, унта Беларусь тутарӗсене хутшăнма чӗннӗ. Унсăр пуçне Раис кăçал сентябрь уйăхӗнче Минскра Тутарстан культурин кунӗсене çӳллӗ шайра ирттерме задача лартнă. Наци пӗрлешӗвӗсем унран ача-пăча коллективӗсем валли наци тумӗсемпе пулăшма ыйтнă. Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери Тутар конгрессне тата Культура министерствине çак ыйтăва татса пама хушнă. 
Юлашкинчен Рустам Минниханов ентешсене патшалăх наградисем парса чысланă. 
Çакнашкал тӗлпулусем хăçан та пулсан Чăваш Республикин ертӳçисемшӗн тӗслӗх пуласса шанас килет. 
ТР Раисӗн пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев