Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов полици участковыйӗсене ӗҫ машинисен уҫҫисене панӑ

Мероприяти паян ир-ирех ТР ШӖМ ГИБДД Управленийӗн плацӗнче иртнӗ. Республикӑри общество хӑрушсӑрлӑхӗн программипе панӑ автомобильсем – шанчӑклӑ «Нивӑсем».

Рустам Минниханов Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ.
«Республикăра пурăнакансен ятӗнчен тата хам ятран сиртен кашнине ӗçӗршӗн, республикăри тăнăçлăха упранăшăн тав тăватăп. Тутарстан – промышленность тӗлӗшӗнчен аталаннă регион, çавăнпа та хăрушсăрлăхпа тивӗçтермесен пирӗн территорире инвестицисем пулаймаççӗ, çавăн пекех туризм та аталанаймасть. Шалти ӗçсен органӗсенче тăрăшакансен ӗçӗ яланах стабильлӗ. Эсир çакна пӗлетпӗр, куратпăр. Паян çӗнӗ автотранспорта полици участковăйӗсем илеççӗ. Эсир çынсене чи çывăх влаç представителӗсем, яланах куç умӗнче», – тенӗ Рустам Минниханов ШӖМ сотрудникӗсене ӗçре ăнăçу сунса.  

Унпа пӗрле хӑйӗн ӗҫтешӗсене ТР ШӖМ министрӗ Артём Хохорин та ырӑ сӑмахсем каланӑ.

Сăнӳкерчӗксем https://president.tatarstan.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев