Рустам Минниханов Раççей Президенчӗн суйлавӗнче сасăланă
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Раççей Президенчӗн суйлавӗнче сасăланă

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов паян кăнтăрлачченех Раççей Президенчӗн суйлавне кайса сасăланă, тесе пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби.

Хусанти К. Маркс урамӗнчи 10-мӗш çуртри КНИТУ-КАИ çуртӗнче вырнаçнă 42-мӗш суйлав участокне Рустам Минниханов мăшăрӗпе пӗрле килнӗ. 


Аса илтеретпӗр, Раççей Президенчӗн суйлавӗ паян, ыран тата тепӗр кун — мартăн 15 — 17-мӗшӗсенче — иртет. Тутарстанра 2767 суйлав участокӗ ӗçлет, çав шутран 45-шӗ — граждансем вăхăтлăх тăракан вырăнсенче. 


Пурӗ вара Тутарстанра 2 928 633 суйлавçă шутланать. 


Сăнӳкерчӗксем ТР Раисӗн пресс-службин.


выборы 2024

Нет комментариев