Мускаври «Кӗпер Мускав-Тутарстан» форума уçнă вăхăтра РФ Правительстви çумӗнчи Финанс университечӗн ректорӗ Станислав Прокофьев Тутарстан Раисне Рустам Минниханова «Университетăн хисеплӗ докторӗ» ята парса чысланă.
Станислав Прокофьев палăртнă тăрăх, Финанс университетӗнче Тутарстанран 600 ытла представитель вӗренет.
«Çамрăксем пире хăйсен пӗлӗвӗсемпе савăнтараççӗ. Аслисене хисеплесси, хăйсене тирпейлӗ тытасси Тутарстанра, çемьере кӗнӗ йăласем. Тутарстанăн хăйсен ывăлӗ-хӗрӗсемпе мăнаçланмалăх пур», – тесе пӗтӗмлетнӗ университет ректорӗ.
Нет комментариев