Рустам Минниханов Стивен Сигалпа тӗл пулнă
Стивен Сигал Хусана килме шантарнă. «Ай лав ю Татарстан», – тенӗ киноактер хăй чӗлхипе.
ТР Раисӗ Рустам Минниханов ӗçпе Хӗвелтухăç экономика форумне кайнă. Унта вăл шучӗпе юбилейлă форумăн пленарлă ларăвне хутшăннă. Лару РФ Президенчӗ Владимир Путин хутшăнăвӗпе иртнӗ. Çӗршыв ертӳçи Федераци Правительстви умне тӗрлӗ задачăсем лартнă, Инçет Хӗвелтухăç регионăн аталанăвӗн çулне палăртнă.
ТР Раисӗ те ӗçлӗ тӗлпулусем ирттерсе республикăн экономика потенциалӗпе паллаштарнă. Интереслисен шутӗнче Голлливуд киноактерӗпе Стивен Сигалпа тӗлпулни. Рустам Миннихановпа Стивен Сигал алă тытса сывлăх суннине ТР Раисӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова ӳкерсе илсе республика ертӳçин Телеграмри каналне вырнаçтарнă.
Стивен Сигал Тутарстана юратнине каласа хăнана килме шантарнă.
Сăнӳкерчӗк «Татмедиа» Телеграм-каналта вырнаçтарнă видео скриншочӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев