Рустам Минниханов: «Хальхи вăхăтра пӗрле пулни питӗ кирлӗ»
Тутарстан Республикин Раисӗ çитес канмалли кунсенче республикăра пурăнакансене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерме хушнă.
«Ноябрӗн 4-мӗшӗнче эпир Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне паллă тăватпăр. Ку уяв пирӗншӗн уйрăм пӗлтерӗшлӗ. Тăватă ӗмӗр каялла пурăннă мăн асаттесемпе кукаçейсем пӗрле кар тăрса Раççее ют çӗршывсенчен килнӗ тăшмансенчен хӳтӗленӗ. Вӗсем пурте тӗрлӗ наци ҫыннисем, тӗрлӗ тӗнпе пурӑнакансем, обществăра тӗрлӗ вырăн йышăнсан та, вӗсене Тăван çӗршыва юратни пӗрлештернӗ. Хальхи вăхăтра та тăшмансем пирӗн обществăна аркатма, тӗрлӗ наци тата тӗн халăхӗсене пӗр-пӗринпе хирӗçтерме пӑхаҫҫӗ . Ҫавӑнпа пире пӗрлех питӗ кирлӗ», - тенӗ ТР Раисӗ.
Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ республика шайӗнче иртекен мероприяти Муса Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче пулать. Тутарстанӑн кашни хулипе районӗнче те тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ.
Тунтикунах православи тӗнне ӗненекенсем Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Хусанта Крестный ход иртет, унта Турра ӗненекенсем йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ.
Рустам Минниханов республикӑра пурӑнакансене уявпа саламланӑ. Тутарстан Республикин Раисӗ çитес уявсенче планласа хунӑ мероприятисене пысӑк шайра ирттерме, хăрушсăрлăхпа тивӗçтерме хушнă.
Ноябрӗн 6-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Конституци кунне паллӑ тӑватпӑр. «Тӗп саккуна йывӑр тапхӑрта, обществӑра пысӑк улшӑнусем пулнӑ вӑхӑтра йышӑннӑ. Паян та вӑл пирӗн тӗп документ шутланать, граждансен прависемпе ирӗклӗхӗн гарантийӗ пулса тӑрать, пирӗн халӑхсен истори, наци тата ӑс-хакӑл йӑлисене, культурисемпе чӗлхисене сыхласа хӑварассине тивӗҫтерет, гражданла тӑнӑҫлӑхпа килӗшӗвӗн, республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑрать. Конституци нормисемпе положенисене пӑхӑнса эпир пӗрле ҫӗршывӑн пӗрлӗхне ҫирӗплететпӗр тата тӑван республикӑна малалла аталантаратпӑр. Пурне те Тутарстан Республикин Конституци кунӗпе саламлатӑп»,– каланӑ Рустам Минниханов.
ТР Раисӗ пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев