Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Нургалиевич аллинчен награда илни — питӗ пысăк чыс

Даниел Маринов гимнаст ТР Раисне БРИКС Вăййисене йӗркеленӗшӗн тав тун

Çакăн пирки вăл Тутарстан спортсменӗсен йышӗнче Рустам Миннихановпа тӗл пулсан каланă.

«Хусан Кремлӗнче Рустам Нургалиевич аллинчен награда илни — питӗ пысăк чыс. Спортсменсен ятӗнчен хамăр республикăна ăмăртусене ирттерме тӳпе кӗртнӗшӗн тата вăхăт уйăрнăшăн чӗререн тав тăватăп. Республикăмăрта спорт çавăн пек хăвăртлăхпа аталаннине курса тăма питӗ кăмăллă. Хальхи саманара та халăхсен хушшинчи ăмăртăва хутшăнма май пулни, Раççей чысне хӳтӗлеме пултарни çав тери аван», — тенӗ Даниел. 


Гимнаст пӗлтернӗ тăрăх, тутарстансем БРИКС Вăййисенче нумай медаль çӗнсе илнӗ, Раççейӗн çӗнтерӗвне пысăк тӳпе кӗртнӗ. 


Хăй Даниел Маринов ку ăмăртусенче икӗ ылтăн, икӗ кӗмӗл тата пӗр бронза медаль çӗнсе илнӗ. 


Сăмах май, БРИКС Вăййисенче Раççей сборнăйӗ пӗрремӗш вырăн йышăнса пурӗ 502 медаль çӗнсе илнӗ: 262 ылтăн, 141 кӗмӗл тата 99 бронза. Иккӗмӗш вырăнта — Белорусси (247 медаль), виççӗмӗш — Китай (62 медаль).

 

Сăнӳкерчӗксем tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Игры БРИКС