Сабантуя наци тумне тăхăнса кайсан фотоконкурса хутшăнма пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Сабантуя наци тумне тăхăнса кайсан фотоконкурса хутшăнма пулать

Тутарстанра иртнӗ эрнере ялсемпе район центрӗсенче Сабантуй иртрӗ. Çырчаллинче тата Эльметре уява июнӗн 13-мӗшӗнче ирттерме палăртнă, Хусанта Сабантуй июнӗн 20-мӗшӗнче пулать. Уява халалласа «Татар-информ» информаци агентстви «Нарядный Сабантуй-2026» конкурс пуçланни çинчен пӗлтерет.

Унта хутшăнса республикăра пурăнакансем  наци тумӗн илемне кăтартма, хăйсен çемйин тата хăйсен халăхӗн йăли-йӗрки çинчен каласа пама пултараççӗ. Кун валли июнӗн 26-мӗшӗччен наци тумне тăхăннă çемье сăнӳкерчӗкне #НарядныйСабантуй2026 хештегпа «ВКонтактере»  вырнаçтармалла. Çавăн пекех çемье хушаматне тата  ăçта пурăннине кăтартма манмалла мар. Сăнӳкерчӗкре çемье – мăшăрсем, ачасемпе ашшӗ-амăшӗ,  пӗртăвансем, çавăн пекех кукамăшӗсемпе аслашшӗсем – пулмалла.

Конкурса 2026 çулта иртнӗ Сабантуй вăхăтӗнче ӳкернӗ сăнӳкерчӗксене çеç йышăнаççӗ. Пӗр çемьерен – пӗр сăнӳкерчӗк. Уйрăм çынсен е пултарулăх коллективӗсен конкурса хутшăнмаççӗ. Конкурса ирттернӗ вăхăтра хутшăнаканăн «ВКонтактери» профилӗ уçă пулмалла.

Конкурс икӗ тапхăрпа иртет. Малтан эксперт комиссийӗ чи лайăх 30 сăнӳкерчӗке суйласа илет. Июлӗн 1-мӗшӗнче вӗсене «Татар-информ» сайтӗнче пичетлеççӗ. Унта вулакансем кăмăла каякан ӗçсемшӗн сасăласа çӗнтерӳçӗсене палăртаççӗ. Сасăлав вăхăтӗнче ботсемпе усă курнине палăртсан ӗçе конкурсран кăларма пултараççӗ. Фотоконкурса июлӗн 8-мӗшӗнче – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунӗнче – пӗтӗмлетеççӗ.


многонациональность национальный костюм Сабантуй2026 НарядныйСабантуй2026 фотоконкурс

Нет комментариев