Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

САДИКРЕНЕХ ХАСТАР

Аслă ентешӗмӗр, Чăваш халăх поэчӗ Петр Петрович Хусанкай 115 çул тултарнине халалласа «Сувар» пуçарнă онлайн-конкурса хутшăнакансенчен пӗри сирӗн умра.

Радмила Чадейкина Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьелӗнчи ача садне çӳрет паянхи кун, шкул çулне те çитмен. Анчах тăван чӗлхене, литературăна юратма вӗрентекен пултаруллă воспитательсем Л.Г.Васюткина, Н.В.Глазкова, Л.Д.Маклакова пулăшнипе республика шайӗнчи пысăк конкурсра çӗнтерме пултарчӗ. 

Р.Чадейкинăна малашне те тăван халăх историйӗпе, литературипе çыхăннă конкурссене, викторинăсене хастар хутшăнасса шанатпăр. Тутарстанри, чăвашсем йышлăн пурăнакан регионсенчи, Чăваш Енри Радмилăн тантăшӗсене те «Сувар» пуçаракан конкурссене хутшăнма чӗнетпӗр.

 

 Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Л.Васюткина сăнӳкерчӗкӗнче: Р.Чадейкина

садик заведующийӗпе  О.Н.Ильденеевăпа. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев