Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«САЛАМ» 15 ÇУЛ ТУЛТАРЧӖ

Ансамбль хула, республика, Раççей шайӗнчи наци мероприятийӗсене,​конкурссемпе фестивальсене нумай хутшăннă, тӗрлӗ номинацисенче çӗнтернӗ

Нумай пулмасть кăна Хусанта йӗркеленнӗ «Салам» ансамблӗн 10 çуллăхне уявласа ирттернӗччӗ, сисмерӗмӗр те – тепӗр 5 çул иртсе ​ кайрӗ. Февралӗн 11-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Салама» 15 çулхи юбилейпе саламлама ансамблӗн çывăх тусӗсем, сцена енӗпе ӗçтешӗсем йышлăн пуçтарăнчӗç. Хăнасен шутӗнче Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Артем Носков, Наципе культура автномийӗсен представителӗсем – пушкăрт, мари, украин халăхӗсен çыннисем пулчӗç. Чăваш пӗрлешӗвӗсенчен Чистай районӗнчи ЧНКЦ председателӗн çумӗ Алевтина Нухратова килнӗччӗ. Ансамблӗн ертӳçи Светлана Садыкова нумай çул «Сувар» хаçатра ӗçленӗ, паллах, ​ саламламасăр айккинче ниепле те тăрса юлаймастпăр.

Калас пулать, 15 çул хушшинче ансамбль хула, республика, Раççей шайӗнчи наци мероприятийӗсене, конкурссемпе фестивальсене нумай хутшăннă, тӗрлӗ номинацисенче çӗнтернӗ. «Хусан алшăллийӗ» халăхсен хушшинчи фестивальте вӗсем 1-мӗш степеньлӗ лауреатсем пулса тăнă. Репертаур та анлă. Августа Уляндинăпа та пӗрле сцена çине тухнă. Ют çӗршыв делегацийӗсене кӗтсе илме те саламсене час-час чӗнеççӗ.​

Юбилей каçне саламсем хитре юрăпа пуçларӗç. Тунсăхлăн та уççăн янрарӗ авалхи чăваш юрри Туслăх Çуртӗнче. Светлана Садыкова килнӗ çынсене пурне те чунтан тав турӗ: «Эпир вун пиллӗкре. Анчах кăна йӗркеленнӗччӗ пек. Пуçласа йыш кăшт урăхларахчӗ, паян пирӗн хушăра çамрăксем те пурри савăнтарать. Тутарстан Халăхсен ассамблейине, уйрăмах Ӗçтăвкома ертсе пыракан Константин Яковлева чӗререн тав тăватпăр. Вăл пире нумай пулăшрӗ, фестивальсене, тӗрлӗ конкурссене хутшăнма кайма-килме транспортпа та, укçа-тенкӗпе те. Тавах Сире, Константин Геннадиевич. Чăваш наципе культура автономине, унăн председательне Дмитрий Анатольевич Самаренкина, унăн çумне Константин Анатольевич Малышева та пысăк тав. Унччен маларах ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ пулса ӗçленӗ Владимир Викторович Иванова та ăшшăн аса илетпӗр. Пысăк тав пурне те. Тӗрев пулсан ӗçлеме те кăмăллăрах. Малашне ӗçлеме те кăмăлсем пысăк, ансамбле çӳрекенсен сывлăхӗсем кăна пулччăр», – терӗ Светлана Вениаминовна.

Константин Яковлев саламсене тав туса нумай ырă сăмах каларӗ: «Эсир чăваш халăх культуришӗн курăмлă ӗçсем туса пыратăр. Тăван халăхăмăрăн авалтан килекен йăли-йӗркисен управçисем пулатăр. Тивӗçлӗ кăтартатăр хăвăра, тавах сире». Ансамбль йӗркеленнӗренпе ӗçлекенсене уйрăмах палăртса Константин Яковлев вӗсене Тутарстан Халăхсен ассамблейин Хисеп хучӗпе чысларӗ. Çавсен шутӗнче ​ Светлана Садыкова, Лидия Ярослав, Любовь Пимукова, Людмила Уткина пулчӗç. Алина Гарифуллинăпа Оксана Ивошина, купăсçă Виктор Иванов ансамбле кăшт каярах килнӗ. Çӗннисен шутӗнче Валентина Якупова. Хăй каласа панă тăрăх вăл тахçанах саламсен йышне кӗме ӗмӗтленнӗ, анчах ӗçне пула ерçеймен. Халӗ вăл килнӗренпе саламсем сӗрме купăсçăллă пулса тăчӗç, мӗншӗн тесен Валентина Якупова чăвашсен авалтан килекен инструменчӗпе пит аван калать. Сӗрме купăс кӗввипе юрлани чун хӗлӗхӗсене пушшех ​ хускатать. «Светлана Вениаминовнăпа эп тахçанах паллашнă. Пӗр фестивале килсен чăвашсене шыраса çӳрерӗм те ун тӗлне пултăм. Калаçса кайрăмăр, мана ансамбле чӗнчӗ. Çак таранччен ӗмӗтленсе çӳрерӗм, чун канать ансамбльпе репетицисенче. Паян ун пӗлтерӗшне тата та ытларах туйса илтӗм», – хавхаланса калаçрӗ Валентина Якупова.​

«Салам» юбилейне килнӗ ытти наци представителӗсем те ӗçтешӗсене юрă-ташăпа саламларӗç. Украин, пушкăрт, мари, тутар, чăваш халăх юррисем янăрарӗç уявра. Пушкăртсен «Курултай» наципе культура автономийӗн ертӳçин çумӗ, «Залесный» Культура çурчӗн директорӗ Тимур Юсупов «Салам» ансамбле чи çывăх юлташ шутне хурса калаçрӗ. «Ансамбле çӳрекенсем мана тăван пекех. Ертӳçипе Светлана Вениаминовнăпа кӳршӗллех пурăнатпăр тесен те юрать. «Залесный» Культура çуртӗнче иртекен нумай мероприятие хутшăнса илем ​ кӳреççӗ вӗсем. Тавах пӗрле ӗçленӗшӗн, малашне те çапла пурăнасчӗ», – терӗ Тимур Зирякович.​

Инçе çула кӗскетсе килнӗ Чистайри Чăваш наципе культура центрӗн председателӗн çумӗ Алевтина Нухратова та чунтан саламларӗ тусӗсене. Артем Носков ансамбль хастарӗсене пурне те чечек çыххи парнелерӗ, малашне те чăваш культурине аталантарас ӗçре хавхалануллă та тăрăшуллă пулма сунчӗ. Çамрăксенчен «Ӗмӗт» ансамбль хутшăнчӗ. Вӗсем аслă ӗçтешӗсене темиçе юрă парнелерӗç. Юбилей каçне чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Юлия Еремеева ертсе пычӗ.​

Сăмах илсе саламлакансем татах та пулчӗç. Çапла туслă ушкăнпа ирттерчӗç паллă куна саламсем.​

Ирина ТРИФОНОВА.​

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

1

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев