Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Салтак амăшӗ ывăлсене пулăшакансене тав тăвать

Салтак амăшӗсем... Куçӗнче мӗн чухлӗ ырату, пăшăрханупа шанăç вӗсен. Ачисене ятарлă çар операцине кайма повестка килессине пӗр 10 çул каялла шутлама та пултарайман. Паян вара... шухăшпа вăрçăра, ывăлӗсемпе юнашар.

Çӗнӗ Çӗпрел ялӗнчи (Çӗпрел районӗ) Вера Егоровнăпа Сергей Петрович Кочеваровсем те акă икӗ ывăл çуратса ӳстерчӗç. Ачисем çав тери ырă кăмăллă та ӗçчен, ашшӗ-амăшӗн пичӗ хӗрелсе курман вӗсемшӗн. Асли Саша Тинӗс çар флотӗнче хӗсметре тăчӗ, кӗçӗнни Вячеслав – Çурçӗр Кавказра, хӗç-пăшаллă хирӗçтăрăва хутшăнчӗ. Салтакран таврăнсанах Саша Хусанти заводсенчен пӗрне ӗçе вырнаçрӗ пулсан, Слава службăна ФСБра малалла тăсрӗ.

– Кӗçӗнни 2014 çулта Крыма ирӗке кăларма хутшăннине никам та сиссе юлаймарăмăр, кайран тин пӗлтӗмӗр. «Славикрен мӗншӗн пӗр хыпар та çук?» – тесе ыйтсан асли пире: «Воронежра вăл, командировкăра», – тесе лăплантаратчӗ. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан Саша чăтаймарӗ, контракт çырчӗ. Халӗ ашшӗпе иксӗмӗр вӗçӗмсӗр кӗтетпӗр: ывăлтан хыпар килессе, отпуска таврăнасса... – сăмах пуçларӗ салтак амăшӗ. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин амăшӗ пуласси пысăк чыс кăна мар, çирӗп тӗрӗслев те, мӗншӗн тесен ывăлӗшӗн чӗри вутла çунать. 

– Ятарлă çар операцийӗнчи салтак амăшӗ пулнă май эпӗ мӗнпур салтак амăшӗн ятӗнчен фронтри, госпитальсенчи атьсене чи кирлипе пулăшакансене пурне те тав тăватăп. Вăрçăра вӗт ют ача та, упăшкапа тете-шăллăм та çук. Çакăн пек çăмăл мар вăхăтра çынла пулăшу панине уйрăмах хаклатăн. Гуманитари пулăшăвне пухакансене, салтаксем валли апат-çимӗç, тумтир, медикаментсем парса, укçа куçарса, чăлха-нуски, маскировка сетки çыхса çӗнтерӗве çывхартакансене çӗре çити пуç таятăп. Уйрăмах район пуçлăхне Марат Гафарова, Ринат Бикмухамедова, Раис Мухаметшина, Александр Маркина, Николай Шишкина, Надир Мушарапова, Фанис Хайруллина тата ыттисене чи кирлӗ хатӗрсене туянса фронта леçнӗшӗн чӗререн тав, – тав тăвать Вера Егоровна районти мӗнпур салтак амăшӗн ятӗнчен.

Рашит ФАТХУЛЛОВ.

Çӗпрел районӗ.

Кочеваровсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем СВО