Салтака 30 çул тултаричченех илме тытăнасшăн
Çакăн çинчен калакан закон проектне РФ Патшалăх Думин сайтӗнче пичетлесе кăларнă.
«Влаçсем çар учетӗнче тăракан е тăман, анчах та тăма тивӗç 18-30 çулхи арçынсене çар хӗсметне йыхăрасси пирки йышăну тума пултараççӗ», – тенӗ документра.
РФ Патшалăх Думинчи Оборона комитечӗн председателӗ Андрей Картаполов журналистсене пӗлтернӗ тăрăх, закон проектне паян иккӗмӗш тата виççӗмӗш вулавра пăхса тухӗç. Унăн сăмахӗсемпе, комитет 2-мӗш вулав валли тӳрлетӳсене пăхса тухнă вăхăтра призыв çулне 30 çул таранччен ӳстерме йышăннă. Чылай каччăн шăпах 18-та хӗсмет иртме пуçлас килнӗрен, салтак атти тăхăнма тытăнас çула малашне те 18-пах хăварма йышăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев