Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Салтаксем валли - чӑлха-нуски

Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ Донбасри ятарлӑ операцие хутшӑнакан пирӗн салтаксем валли чӑлха-нуски ҫыхса хатӗрлес ырӑ пуҫарӑва хутшӑнма чӗнет

 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пирӗн кукамайсемпе асаннесем чӑлха -алсиш ҫыхса фронта ӑсатнӑ, ҫӗнтерӗве хӑйсем мӗнле пултарнӑ таран ҫывхартма тӑрӑшнӑ. Пирӗн хӗр-хӗрарӑмсем те ал ӗҫне манман, ӗҫчен те пултаруллӑ. Йывӑр вӑхӑтра чӑваш хӗрарӑмӗсем ҫыхнӑ ӑшӑ чӑлхасем пирӗн салтаксен урисене кӑна мар, чунӗсене те ӑшӑтӗҫ. Ҫавӑнпа та, атьӑр, ӗҫе тытӑнар! ЧНК районсенчи уйрӑмӗсен хӗрарӑмсен комитечӗсем те ҫак пархатарлӑ та кирлӗ ӗҫе хастар хутшӑнасса шанатпӑр. Хамӑр алӑпа, чун ӑшшине парса ҫыхнӑ нускисем ӑшне виҫ кӗтеслӗ ҫырусем ҫырса салтаксене хавхалантармалли саламсем чиксен та питӗ аван пулмалла. Ырӑ пуҫарӑва ялти кашни чӑваш хӗрарӑмӗ хутшӑнма пултарать. Ӑшӑ алса -нускисене Чӑваш наци конгресӗнче пуҫтаратпӑр. Ыра сунса: "Чӑваш хӗрарамӗ" комитет ертӳҫи Юлия Мареева. Ыйтусене 89373987533 тата 89083062202 телефонпа уҫӑмлатма пулать. ЧНК "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев