Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шамиль Якупов Тутарстан студенчӗсен лигин VII Президенчӗ пулса тӑнӑ

Хусанта «Тутарстан студенчӗсен лигин» X конгресӗ иртнӗ. Унта организаци ӗҫӗн юлашки ҫулсенчи тӗп итогӗсене палӑртнӑ тата ҫӗнӗ пуҫлӑх суйланӑ. Мероприятие студентсемсӗр пуҫне министерствосемпе ведомствосен ҫумӗсем, вӗренӳ учрежденийӗсен ректорӗсемпе проректорӗсем хутшӑннӑ.

Тутарстан студенчӗсен лигин ҫӗнӗ Президенчӗ Шамиль Якупов пулса тӑнӑ, юлашки темиҫе ҫул вӑл республикӑри студентсен отрячӗсен юхӑмне ертсе пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, организацин активистсене кӑна мар, пӗтӗм студентсене хӑйсен потенциалне пурнӑҫлама май памалла. 

 

"Эпир "Студентсен лиги" активистсем валли кӑна ӗҫлет тейекен стереотипран хӑтӑласшӑн. Тӗрлӗ ҫамрӑксен, ҫав шутра сывлăх енчен çирӗпех мар е ӑнӑҫсӑр ҫемьесенчи ачасен, ыйтӑвӗсене пӑхса тухӑпӑр", - ӑнлантарчӗ Якупов.

 

Унсӑр пуҫне планра студентсен киберспорт клубӗсен ассоциацине йӗркелеме. Тепӗр тӗллев - Тутарстанри кашни ҫамрӑксен центрӗнче студентсен уҫлӑхне тӑвасси. 

 

"Ҫак ҫула ҫумра пулса пирӗнпе иртекенсене пысӑк тав. Руфатпа командӑна ҫак ӗҫе 5 ҫул тӑрӑшшӗ туса пынӑшӑн пысӑк тав. Сирӗн ушкӑнӑр пухнӑ опыта упраса хӑвармалла тата ӳстермелле пирӗн" - вӗҫлерӗ студентсен лигин ҫӗнӗ Президенчӗ.

 

"Министерствӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – студентсемпе коммуникаци тӑвасси. Студентсем пирӗн тӗллев аудиторийӗн 1/4 пайӗ шутланаҫҫӗ. Студентсен лиги ҫак категорипе ӗҫленӗ ҫӗртре пирӗн тӗп партнёр шутланать. Организацин ҫӗнӗ Президенчӗ валли социаллӑ повестка актуаллӑ юлмалла. Шамиль Якупов ертсе пынипе студентсен лиги ҫамрӑксен интересӗсене пӑхса малалла та аталанассине, хастар ӗҫлессине шанатпӑр", - палӑртрӗ ТР ҫамрӑксен министрӗ Ринат Садыков.

 

"Тутарстан студенчӗсен Лигин" Президенчӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Руфат Киямов, унӑн полномочийӗсен срокӗ вӗҫленсе пынӑ май, юлашки пилӗк ҫул хушшинче мӗн туни тата организаци тӗллевӗсем ҫинчен каласа пачӗ.

 

"Пирӗн студентлӑх питӗ тӗрлӗ. Кашнин хӑйӗн шухӑшӗсем, интересӗсем, планӗсем. Анчах та кашни тӳрӗ кӑмӑллӑ та чи пӗрремӗш пулма тӑрӑшать. Пире "Студентсен лиги" пӗрлештерет," - хӑйӗн докладне пуҫларӗ Киямов.

 

Вӑл ССУЗ студенчӗсемпе ытларах ӗҫлемелли ҫинче уйрӑм акцент турӗ. Ҫапла, Тутарсанра ҫак ӗҫшӗн яваплӑ темиҫе орган уҫӑлнӑ. Ҫавӑн пекех колледжсенче вӗренекенсемшӗн пӗрремӗш хут Студвесна ирттернӗ.

 

"5 ҫул хушшинче яланах ӗҫлекен 600 ытла активист, 8 комитет, 7 центр, 7 хулара ӗҫлекен 5 ассоциаци тата представительствосем ҫулталӑкра 30 000 ҫын ытла ҫавӑракан 250 ытла мероприяти ирттернӗ", - тесе палӑртнӑ Руфат Киямов.

 

Х конгресс республикӑри студентсен решенийӗсене йышӑнма пӗрлештерекен площадка пулса тӑнӑ, 29 аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен тата 107 професси пӗлӗвӗ паракан организацисенчен 776 делегат-студентсене пухнӑ. Суйлав вӑрттӑн сасӑлав форматӗнче иртнӗ. Пӗрремӗш тур хыҫҫӑн суйлав уҫӑ сасӑлав форматне куҫнӑ.

 

Студентсен лиги Тутарстан Республикинчи студентсен Х конгресне ТР Президенчӗ тата Ҫамрӑксен Министерстви пулӑшнипе ирттерет.

 

Сӑнӳкерчӗк https://minmol.tatarstan.ru/ сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев