Сăнавçăсен асăрхаттарусем çук
Çӗнӗ хыпарсем

Сăнавçăсен асăрхаттарусем çук

Суйлавăн пӗрремӗш кунӗ хыçа юлчӗ. Хумхануллă иртрӗ вăл

 

 

Экспер Рафаэль ФахрутдиновБеспилотниксем Тутарстан çине тапăнни çинчен пӗлтерекен хыпарсене лăпкăн йышăнаймăн, анчах вӗсем суйлав участокӗсене ӗçлеме чараймарӗç.  Хăрушсăрлăх мерисене вăхăтра йышăнни ӗç йӗркине малалла илсе пыма май пачӗ. Çынсене те хăратаймарӗç, суйлакансем йышлă пулчӗç.

 Паян сентябрӗн 18-мӗшӗнче пулса иртнине пӗтӗмлетме пултаратпăр. Пӗрлехи информаци центрӗнче иртнӗ пресс-конференцире «Ирӗклӗ обществăлла мониторинг» ассоциаци эксперчӗ, ТР Обществăлла палата пайташӗ  Рафаэль Рузалинович Фахрутдинов суйлавăн пӗрремӗш кунӗ планпа палăртнă пек иртрӗ тесе шутлать.  

ТР Обществăлла палата çумӗнче йӗркеленӗ «Суйлавăн обществăлла сăнавçăсен лару-тăру центрӗнче» суйлав участокӗсенче закона пăснă тӗслӗхсем палăртман.  Асăннă центра сăнавçăсене çийӗнчех пулăшас тӗллевпе туса хунă. Унтан республикăра РФ Патшалăх Думине депутатсене суйласси мӗнле пынине асăрхаса тăраççӗ, вырăнсенчен килекен ыйтусене çийӗнчех хурав параççӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, 2-3 суйлав участокӗнче камерăсене кăшт тӳрлетме тӳр килнине асăнчӗ Рафаэль Рузалинович. Ӗнертенпе 12 пӗтӗмӗшле ыйту (тӗпрен илсен консультаципе çыхăннă, сăнавçăсем правăпа, йӗркелӳ ыйтăвӗсене уçăмлатнă) тата 34 хыпар (суйлав участокӗсенчи сăнӳкерчӗксем, видео) илнӗ.

Эксперт паянхи суйлав кунӗ лăпкăн иртессе шанса калаçрӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.  


#Выборы2026

Нет комментариев