Санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ пуçланчӗ
ТР Правительствин Çуртӗнче санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ пуçланнине тата «Экологическое благополучие» наци проекчӗ шайӗнче 2026 çулта çутçанталăка сыхлас мероприятисене халалланă брифинг иртнӗ.
ТР Раисӗ Рустам Минниханов хушнипе ирттерекен икӗ уйăхлăх апрелӗн 1-мӗшӗнче пуçланать те май уйăхӗн 31-мӗшӗнче вӗçленет. Çак тапхăрта çутçанталăка сыхлакан мӗнпур ведомствăпа районсем вăйлатнă режимпа ӗçлӗç. Тӗп тӗллевсем – çӳп-çап куписене тасатасси, обществăлла вырăнсене тирпей-илем кӗртесси тата экологи тӗлӗшӗнчен йӗркене пăсассине асăрхаттарасси.
Тутарстан Республикин экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Азат Зиганшин кăçал икӗ уйăхлăх уйрăмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. Ăна Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗпе килӗшӳллӗн ирттерӗç. Азат Зиганшин каланă тăрăх, пӗрре пăхсан экологипе çар паттăрлăхӗ пӗр-пӗринпе çыхăнман пек туйăнма пултарать, анчах ку апла мар. Вӗсене патриотизм туйăмӗ пӗрлештерет: историе, пирӗн мăн асаттесен ӗçне тата эпир пурăнакан çӗре хисеплени. Министр палăртнă тăрăх, пирӗншӗн çутçанталăка сыхласси — хăйне евӗр ӗç фрончӗ тата ветерансенчен юлнă еткерлӗхе упраса хăварас ӗçе тӳпе хывни.
ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Ильнур Губайдуллин пӗлтернӗ тăрăх, пӗлтӗр икӗ уйăхлăх шайӗнче надзор ведомствисем 3890 йӗркене пăснине, çав шутра юраман вырăнта 1362 çӳп-çап купине тупса палăртнă. Айăплисене 6,4 миллион тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Субботниксене 350 пин çын, 8,5 пин техника хутшăннă, полигонсене 334 пин кубометр çуп-çап турттарнă. Икӗ уйăхлăх шайӗнче яланхи пекех вертолетсемпе тата чукун çул тăрăх тӗрӗслевсем ирттерме палăртнă.
Çутçанталăка сыхлассипе планласа хунă ӗç çинчен калас пулсан, Азат Зиганшин юлашки 8 çулта республикăра 1358 ытла экологи мероприятийӗ пурнăçланнине, кун валли 107 миллиард тенке яхăн уйăрнине палăртнă. Çак проектсене пула çутçанталăка 117 миллиард тенкӗлӗх сиен кӳресрен сыхласа хăварнă, 3,5 миллион çыннăн пурнăç пахалăхне ӳстернӗ. Пысăк компанисем çак проектсене 74 миллиард тенкӗ хывнă.
Унчченхи «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Тутарстанра 30 анлă мероприяти пурнăçланă. Тӗп пӗтӗмлетӳсен шутӗнче – 13 тасатмалли сооружени туса юсаса çӗнетни, Хусанта, Анат Камăра тата Мензелинскра пысăк çӳп-çап куписене тирпейлени, Анат Кама водохранилищине варалас хăрушлăха сирни.
2025 çултанпа республика «Экологическая благополучие» çӗнӗ наци проектне пурнăçлама тытăннă. Ун шайӗнче çутçанталăка сыхлама пӗтӗмӗшле 3 миллиард тенке уйăрнă. Укçан тӗп пайне «Вода России» федераци проектне пурнăçа кӗртме ярӗç. Ун шайӗнче Çырчалли 400 çул тултарнă тӗле Мелекески юханшыва тасатса пӗтересшӗн. 2028 çултанпа Хусанти Нокса юханшывне анлă тасатма тытăнӗç.
2025 çулта 114 вырăнта шыв пахалăхне мониторинг тунă. 2026 çулхи пӗрремӗш кварталта тунă тӗрӗслевсен 10,5 прочечӗ нормативсене тивӗçтерменнине кăтартнă. 2026 çулта çавăн пекех «Фламинго» карапӗ çинче тӗпчевсем тата «Аквариум» инноваци платформине тӗрӗслесси малалла тăсăлӗ.
Министр халăх çутçанталăка сыхлассинче хастар пулнине те палăртнă: 1,5 миллиона яхăн çын экологи проекчӗсене хутшăнать, çамрăк натуралистсен юхăмӗ 2,5 пин шкул ачине пӗрлештерет, «Будет чисто» çамрăксен юхăмӗнче 11 пин хастар тăрать.
Брифингра çурхи ейӗве хатӗрленесси çине уйрăмах тимлӗх уйăрнă. Халӗ Тури Услонăн шыв шайӗ 51 метрпа танлашать. Палăртнă тăрăх, апрелӗн 2-мӗшӗнчен шыв хăпарма пуçланать.
ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев