Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербурга аталантарас ӗçре чăвашсен те тӳпи пысăк

Санкт-Петербург чăвашӗсем хулари «Ленинград çӗнтерӗвӗ. Пуласлăхшăн тунă паттăрлăх» культурăпа çутӗç проекчӗн шайӗнче «Хамăр паттăрсемпе мăнаçланатпăр» темăпа лару ирттерчӗç.

Унта вырăнти ЧНКА ертӳçи Валериан Гаврилов тухса калаçрӗ. Вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă чăваш салтакӗсене шыраса тупас, ячӗсене палăртас тӗлӗшпе мӗнле ӗçсем туни пирки каласа пачӗ. 


Ларăва çавăн пекех видеоконференци мелӗпе муниципаллă округăн администрацийӗн пуçлăхӗн социаллă ыйтусемпе çумӗ — вӗрентӳпе çамрăксен политикин уйрăмӗн пуçлăхӗ В. В. Павлов та хутшăнчӗ. Валериан Гаврилов чăваш çӗрӗн тепӗр паттăрӗпе — Николай Емельянович Гавриловпа — паллаштарчӗ. 


Николай Емельянович Гаврилов — «Ленуниверситетстройăн» 18№ пӗтӗмӗшле строительство тресчӗн 16-мӗш куçса çӳрекен механизациленӗ колоннин комплекслă бригадин бригадирӗ пулнă. Вăл 1929 çулта Чăваш АССРӗнчи Вăрмар районне кӗрекен Тупах ялӗнче çуралнă, чăваш. Колхозра кӗтӳçӗ, конюх пулса ӗçленӗ, Совет çарӗнче хӗсметре тăнă. 1953 çулта салтакран таврăнсан Ленинграда çул тытнă. Малтан платникре, унтан çӳлерех асăннă строительство трестӗнче 35 çул хушши бригадир пулса тăрăшнă. 1973 çулта плана палăртнинчен ирттерсе тултарассипе ăнăнçлă ӗçленӗшӗн Ленин орденне тивӗçнӗ. 


Николай Емельянович ертсе пыракан бригада 1976 çулта Синявински чăх-чӗп комплексне тунă çӗре хутшăннă. Вăл чăх ашӗ тата çăмарта туса илессипе Европăри чи пысăк комплекссенчен пӗри пулса тăнă. 


СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн 1982 çулхи майăн 7-мӗшӗнче кăларнă Указӗпе Николай Гаврилова Ленинград облаçӗнчи Синявински чăх-чӗп комплексне тăвас ӗçри пысăк çитӗнӳсемшӗн Социализмла Ӗç Геройӗ ятне, Ленин орденӗ тата «Çурлапа Мăлатук» ылтăн медаль парса чысланă. 
Николй Емельянович тивӗçлӗ канăва тухсан та Санкт-Петербурграх пурăннă. 2005 çулта вилнӗ. 


Ларăва хутшăнакансем Николай Гавриловăн тăван тăрăхӗнче ăна халалласа музейре ятарлă кӗтес уçма калаçса килӗшрӗç. 


Валериан ГАВРИЛОВ.
Санкт-Петербург.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев