Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сарпипе Асамата, халиччен ҫырнисене сӑвӑрса пухса, халӑха шедеврсемпе савӑнтарма пиллетӗп

Малашра чӑваш поэзийӗ хуҫалӑхри вак-тӗвекрен ирӗкленнӗ хӗрсен аллинче пулмалла тесе шухӑшлатӑп. Эппин, ҫамрӑксене ӑсталӑха тимлӗ туптама сунатӑп

  ...Ялти пахчана кӳршӗсем ырӑ хыпарпа ҫитрӗҫ те каларӗҫ: Раиса Сарпипе Светлана Асамата Чӑваш халӑх поэчӗсен хисеплӗ ятне панӑ. Санӑн вӗсене пӑрӑнми саламламаллах!

Саламламасӑр! Эпӗ вӗсене университет абитуриенчӗсем — Яковлевӑпа Смирнова пулнӑ чухнеренпех — лайӑх пӗлетӗп. Раиса Яковлева студентка «Ҫилҫунат» литпӗрлешӗве темиҫе ҫул хастар ертсе пычӗ, ҫырчӗ, кӗнекеленчӗ, унтах килӗшӳллӗ Сарпи ят тупрӗ.

Светлана Смирновӑн журналти сӑввисене ентешӗ Георгий Ефимов сӑвӑҫ университетра сӳтсе явма панӑччӗ те, унӑн пултарулӑхӗпе паллашасси ҫавӑнтан пуҫланчӗ. Асамат артиста эсир те тахҫантанпах пӗлетӗр, мӗншӗн тесен пӗринче унӑн концерчӗ умӗн ҫула юр хӳсе кайнӑччӗ те, хӑвӑр юратнӑ юрӑҫа тракторпа хирӗҫ тухса илтӗр. Тепринче, астӑватӑр-и, Амаксар утравӗнчи паллӑ вырӑнсене вӑл Чӑваш инҫекурӑмӗ валли ӳкерсе кайнӑччӗ...

Халиччен чӑваш хӗрӗсем — тивӗҫлисем пур пулсан та — халӑх ҫыравҫи ятне илеймесӗр пурӑнчӗҫ, тӑрӑшма пӑрахмарӗҫ.

Виталий СТАНЬЯЛ

Сӑнӳкерчӗкре: сулахайран пӗрремӗшӗ — Раиса Сарби, сулахайран иккӗмӗшӗ – Светлана Азамат. Сӑнӳкерчӗк Интернетран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев