Сасӑлав учасокӗсен ӗҫ графикне ҫынсене пурӑннӑ ҫӗрте пӗлтерӗҫ тата ун ҫинчен Тутарстан Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн сайтĕнче ҫыраҫҫӗ
Ҫӗршывӑн Тӗп законне улшӑнусем кӗртессипе ҫыхӑннӑ сасӑлав валли
июнӗн 25-30-мӗшӗсенче кунсерен ирхине 8 сехетрен пуҫласа 20 сехет таранччен, анчах тӗрлӗ участок валли хӑйӗн вӑхӑчӗ пулать. Ҫакӑн ҫинчен ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев каласа панӑ.
"Июнӗн 25-мӗшӗнчен 30-мӗшӗччен республикӑра пурӑнакансем ҫуртсен ҫывӑхӗнчи территорисенче те, сасӑлав участокӗсенче те сасӑлама пултараҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑшри участоксем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен ӗҫлӗҫ, сасӑлав пӳлӗмӗсем 14 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен",– ӑнлантарнӑ вӑл.
ТСК Председателӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, канмалли кунсенче, июнӗн 27-28-мӗшӗсенче участоксем 8-тан пуҫласа 14 сехетчен ӗҫлӗҫ.
"Сасӑлав учасокӗсен ӗҫ графикне ҫынсене пурӑннӑ ҫӗрте пӗлтерӗҫ тата ун ҫинчен Тутарстан Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн сайтĕнче ҫыраҫҫӗ, – хушса хунӑ Кондратьев.
Сасӑлавӑн тӗп кунӗнче, июлӗн 1-мӗшӗнче Тутарстанра пурӑнакансем РФ Конституцийӗнчи тӳрлетӳсем пирки хӑйсен шухӑшне 8-тан 20.00 сехетчен ӗҫлекен суйлав участокӗсенче палӑртма пултараҫҫӗ.
Нет комментариев