Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сăтăрçăсем сиен кӳрекен тырра ют çӗршывсене сутма çук

Россельхознадзорăн Тутарстанри Управленийӗн пуçлăхӗ Ильнур Наилович Галеев журналистсене республикăра туса илекен тырпул тасалăхӗшӗн кӗрешни çинчен, ӳсен-тăран культурисене чир-чӗртен, сăтăрçăсенчен тимленине каласа пачӗ.

Пӗлтӗр республика 21 çӗршыва 117 пин тонна тӗштырă ăсатнă. Раççейӗн облаçӗсемпе республикисене те сутнă кӗрхи тупăша. Анчах хăш-пӗр регионсенчен Управление карантин çумкурăкӗсем пулмасан та республика тырри çӳплӗ пулни çинчен хыпар çитнӗ. Ильнур Наилович ку информацие фермерсем патне çитермелле тесе шутлать, мӗншӗн тесен пирӗн çӗршывра карантина лекмен çӳп-çаплă тырă урăх çӗршывсенче карантинра пулма пултарать. 

Ильнур Галеев Тутарстан хирӗсенче амбрози «тупăннине» пӗлтерчӗ. Хальлӗхе ку киревсӗр ӳсен-тăран пит анлăнах сарăлман: Нурлат районӗнче икӗ тӗлте 1,5 тата 1 гектар, Çӗпрел районӗнче 1 гектар çӗр лаптăкне сырса илнӗ. Паллах, усал курăка пӗтерессишӗн çине тăмалли çинчен калать çакă. Çавăн пекех явăнса ӳсекен вӗлтӗрен уки (повилика), çӗрулми шӗвӗрӗлченӗ   текен хурт-кăпшанкă та пурри паллă. 

Çакăн пек сăтăрçăсем сиен кӳрекен тырра ют çӗршывсене сутма çук, 2024 çулта çеç республикăн тăватă районӗнче карантин ӳсен-тăранӗсен 20 зонине тупса палăртнă. Вӗсем пӗтӗмпе 8 пин гектар çӗр çинче ӳсеççӗ. 

Хуçалăхсем пестицидсемпе мӗнле усă курнине те сăнасах тăрать Управлени. Пӗлтӗр çулталăк вӗçӗнче Актаныш районӗнчи «Тан» тулли мар яваплăхлă общество пестицидсемпе, агрохимикатсемпе мӗнле усă курнине тӗрӗслесе хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнине тупса палăртнă.  Регламента кӗртмен «Террасил Форте, КС», «ТриАгро, КС» препаратсемпе пӗр çул ӳсекен ӳсен-тăрансен вăрлăхне акас умӗн имçамланă. Сӗлле те «ТриАгро, КС» препаратпа имçамланă. ФГИС «Сатурн» системăра пестицидсемпе, агрохимикатсемпе усă курни çинчен палăртман. Правилăсене пăснă «Тан» тулли мар яваплăхлă общество тӗлӗшпе протокол çырма тивнӗ.

Пестицидсемпе, агрохимикатсемпе усă курассипе январь уйăхӗнче ирттернӗ мониторингран республикăри 10 хуçалăхăн пестицидсемпе усă курни «Сатурн» информаци системине çырнипе пӗр килменни курăннă. 

2025 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен граждансене сысна чирӗнчен (рожа) хӳтӗлес тӗлӗшпе  Раççейре çӗнӗ ветеринари правилисем вăя кӗреççӗ.   Чире çийӗнчех тупса палăртассипе профилактика мероприятийӗсем ирттересси çине пусăм тунипе çыхăннă вӗсем. Хуçалăхсенчи сыснасене прививка тăвассине те çакăнпах ăнланмалла. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

В.Васильев («Татар-информ» ИА) сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство Россельхознадзор