Саврăшпуç библиотекинче ачасемпе экологи урокӗ иртнӗ
Çулла ялсенче ача-пăча нумай: асламăш-кукамăшсем патне каникула хуларан мăнукӗсем килеççӗ. Ял ачисене те хавслăрах ку тапхăрта.

Акă Аксу районӗнчи Саврăшпуç урамӗсем те ача-пăча сассипе тулнă халӗ. Шăпăрлансем вăхăта тӗрлӗ енлӗ те усăллă ирттерме тăрăшаççӗ кунта. Акă вӗсем çак кунсенче ялти библиотекăра иртнӗ «Кӗнеке пулăшнипе çутçанталăк тӗнчипе паллашатăп» экологи урокне те хутшăннă.

Çамрăк вулакансем библиотекарьпе Татьяна Максимовăпа пӗрле çак темăпа çыхăннă кӗнекесемпе паллашнă, çутçанталăка упрама вӗренесси пирки калаçнă, викторина ыйтăвӗсене хуравланă, вăрманпа, шывпа тата çӗрпе çыхăннă тупмалли юмахсен тупсăмӗсене шыранă…

Ачасене «Хамăр çӗре, шыва, тусене тата вăрмансене упрар» ятпа йӗркеленӗ кӗнеке куравӗ те питӗ кăсăклантарнă.

Теорие практикăпа çирӗплетнинчен аванраххи мӗн пултăр? Урок усăллă ӗçпе вӗçленнӗ – ачасем библиотекарьпе пӗрле урама тухса ача-пăча площадкина çӳп-çапран тасатнă. Унта вылякан ачасемпе вара инструктаж ирттернӗ – çӳп-çапа урнăна кăна пăрахмалли пирки ăнлантарса панă.
Çакăн пек мероприятисем ачасене кӗнекепе туслашма та, тавралăха таса тытма та вӗрентеççӗ.
Т.Максимова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев