Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 26-28-мӗшӗсенче Чечня Республикинче Тутарстанăн культура кунӗсем иртрӗç

Культура кунӗсен программи анлă: Тутарстанпа Чечня республикисен дизайнерӗсемпе халăх промыслин маçтăрӗсен çавра сӗтелӗ, кинематографистсен тӗлпулăвӗ, «Книга в простанстве культуры» кӗнеке куравӗ, кино кунӗсем...

Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Чечня Республикинче Тутарстанăн культура кунӗсене  М.Ю. Лермонтов ячӗллӗ Вырăс патшалăх драма театрӗнче хаваслă лару-тăрура уçрӗç.Мешехене ЧР тата ТР Правительствисен çумӗсем Муса Дадаевпа Марат Ахметов хутшăнчӗç. Марат Готович ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн саламне çитерчӗ.

Уява малалла Атня хулинчи  Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх драма театрӗ Ахмед Файзин произведенийӗ тăрăх лартнă «Чайки» спектакль  тăсрӗ. Çав вăхăтрах Урус-Мартан хулинчи У.Димаев ячӗллӗ Культура керменӗнче те Тутарстанăн культура кунӗсем уçăлчӗç, унта ТР патшалăх камернăй хорӗ куракансене савăнтарчӗ. Чечня халăхне Тутарстан режиссерӗсен «Мулла», «Тарлан», « Ибн Фадлан», «Мы- дети 41-го» фильмӗсене те кăтартрӗç. Тутарстанăн культура кунӗсене ТР Патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ хитре концертпа вӗçлерӗ. (Сăнӳкерчӗксем ТР Культура министерствин сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество