Сентябрь яланхи пекех пуҫланӗ
Тутарстанра 1402 шкул ӗҫлет, вӗсен 286 филиал пур. Вӗсенче 433 пин те 599 ача вӗренет
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ачасем сентябрӗн 1-мӗшӗнче яланхи пекех шкулсенче пуҫлӗҫ, анчах мӗн пур санитари нормине пӑхӑнса. Ҫакӑн ҫинчен Тутарстанӑн Президенчӗ Рустам Минниханов Елабугӑра иртнӗ вӗрентӳ сферин ӗҫченӗсен августри канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.
"Вӗрентӳ тытӑмне аталантарасси пирӗн ӗҫӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Коронавирус пандемиине пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсемпе вӗрентӳ отраслӗ чи пӗрремӗш тӗлпулчӗ",– тенӗ Рустам Минниханов.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентӗвӗн мӗн пур шайӗ онлайн-формата куҫни, вузри экзаменсене дистанци мелӗпе пани, ЕГЭ ирттернӗ чухне санитари хӑрушсӑрлӑхне ӳстерни, пӗр енчен ҫӗнӗ условисенче ӗҫлеме хатӗррине кӑтартнӑ, тепӗр енчен Оперативлӑ йышӑнусем туса конкертлӑ мерӑсем йышӑнма хистенӗ.
ТР Президенчӗн сӑмахӗсемпе, Тутарстанри педагогсем пӗтӗмӗшле илсен сиксе тухнӑ лару-тӑрура ҫухалса кайман, вӑхӑт чӗнӗвӗ ҫине тивӗҫлӗ хуравланӑ.
"Ҫавӑнпа пӗрлех пирӗн, пухӑннӑ опыта шута илсе лару-тӑру тӗрлӗрен аталанма пултарнине шута илмелле, – палӑртнӑ вӑл.
Тутарстанра 1402 шкул ӗҫлет, вӗсен 286 филиал пур. Вӗсенче 433 пин те 599 ача вӗренет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев