Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сергей Кириенко Тутарстана мухтанӑ

Ҫакӑ Сочири форумра пулса иртнӗ

Креативлӑ индустрисене тӗрев парассипе Тутарстан малта пыракан регионсен шутӗнче. Ҫакӑн ҫинчен РФ Президенчӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко Сочире иртекен  "Ҫӗнӗ вӑхӑтӑн вӑйлӑ идеисем" форумра каланӑ.
"Креативлӑ индустрисене хушма тӗрев памалли меслетсем нумай. Ҫак ӑнлану федераллӑ шайра кӑна мар, регионсен шайӗнче те пурри пӗлтерӗшлӗ. Ҫак индустрисене пулӑшнӑ май законӑн право никӗсне тума чи малтан Мускав, Хантыпе Манси автономи округӗ, Чулхула облаҫӗ, Тутарстан Республики тытӑнчӗҫ. Ытти регионсем те туртнӑнаҫҫӗ", – тесе палӑртнӑ Кириенко.
Ун сӑмахӗсемпе, креативлӑ индустрисем – регионсене, вӗсемпе пӗрле ҫӗршыва аталантармалли хӑватлӑ ресурс. Вӑл тупӑша тата налог базине ӳстермелли май. Эпир креатив тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ. Вырӑссен паллӑ кӑларӑшӗ "Голь на выдумки хитра" тет. Анчах тӗнче питӗ улшӑнчӗ, ҫавӑнпа та шутласа кӑларма чее ҫынсем ҫарамас пулмаҫҫӗ", – шӳтленӗ Кириенко.

Сочире паян" Ҫӗнӗ вӑхӑтӑн вӑйлӑ идеисем" форум уҫӑлчӗ. Пуҫаруллӑ ҫынсен пӗрлӗхне йӗркелесе экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫа тапратса ярса ҫӗршывӑн технологи стратегине палӑртасси, хӑйсен идеисемпе проекчӗсене пурнӑҫлама хатӗр командӑсене йӗркелесси – ҫак форумӑн тӗллевӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев