Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкар ҫӑлтӑрӗсем пирӗн хаҫата юратаҫҫӗ

Алексей Шадриков хӑй вуланисӗр пуҫне "Сувара" тата Елчӗкри ашшӗ-амӑшне ҫырӑнса парать

Мунчара ҫапӑнма кӑмӑллакан Пётр Ермолаев эстрада артисчӗ ҫӗрле хӑрушӑ тӗлӗк курнӑ. Юрӑҫа вӑл "Сувар" хаҫат ҫырӑнма манни тӗлленнӗ иккен.

"Каллех юратнӑ хаҫатсӑр тӑрса юлтӑм!", – тесе вӑрҫатӑп хама-хам тӗлӗкре, – тет кулӑш ӑсти. – Пӗлтӗр те, иртнӗ ҫул та ҫулталӑкӗпех илсе тӑтӑм, кӑҫал пандемия вӑхӑтӗнче иккӗмӗш ҫур ҫула ҫырӑнма маннӑ. Мӗн-тӗр ҫитмест пек "Суварсӑр".
Хальхи вӑхӑтра 2021 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫуллӑх ҫырӑнтару кампанийӗ пырать. Пирӗн хаҫата илсе тӑрас текен ентешсен почтӑна кӑна ҫитмелле.
"Тархасшӑн ҫыртарса парӑр, укҫине куҫаратӑп", – тархаслать ир-ирех Ватсап урлӑ Пётр Ермолаев хӑйӗн килти адресне ҫырнӑ май. Паллах, эпир интернетпа туслах мар юлташа пулӑшатпӑр.
Вулакансене аса илтерсе килет, вӗсем хӑйсем те podpiska.pochta.ru сайта кӗрсе "Сувар" хаҫата ҫӑмӑллӑнах ҫырӑнса илме пултараҫҫӗ. Ним йывӑрри те ҫук, укҫине тӳлеме алӑра банк карточки пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев