Шупашкарта паян çамрăк корреспондентсен III слечӗ
Виççӗмӗш хут иртекенскере «Самант» журнал тухма тытăннăранпа – 90, «Тетте» журнала 25 çула çитнине халалланă.
Паян, апрелӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти «Хыпар» Издательство çурчĕн акт залĕнче çамрăк корреспондентсен слечӗ. Хальхинче слета регионсенчи тӗрлӗ халăх ачисене те йыхравланă. Тӗрлӗ районти хастар чăваш ачисенчен тăракан Тутарстан делегацийӗ те пӗчӗк мар: Ксения Илюхина (Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ), Егор Васильевпа Варвара Листратова (Апас районĕ, Черккӗн шкулĕ). Светлана Кочуровăпа Анастасия Мусаткина (Çĕпрел районĕ, Чăваш Çĕпрел шкулĕ), Ольга Якличева (Спас районӗ, Пăлхар шкул-интерначӗ). Журналистика ăсталхӗпе паллаштаракан мастер-классене Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн Жуналистика факультечӗн, «Хыпар» Издательство çурчӗн, Чăваш нацирадиовӗн, Чăваш наци телевиденийӗн специалисчӗсем ирттереççӗ. (Т.Романова сăнӳкерчӗкӗнче – Ксения Илюхина).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев