Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарти инженерсем сасӑсӑр тата ҫутҫанталӑка сиенлӗ витӗм кӳмен трактор шухӑшласа кӑларнӑ

Электричество вăйӗпе ҫӳрекен техникӑна Шупашкарти Хăватлă агрегатсен заводӗнче ăсталани çинчен пӗлтерет «Чăваш халăх сайчӗ».

Ҫӗнӗ техника теплицӑсем, зоопарксем, ҫутҫанталӑк заповедникӗсем валли аван, мӗншӗн тесен унта дизель аналогсен сасси вырӑнлӑ мар. Трактор хускалнӑ тата ҫӳренӗ чухне сасси илтӗнмест те темелле тесе ӗнентереҫҫӗ заводра.

Техника валли кирлӗ тимӗр комплектсене йӑлтах заводра кӑлараҫҫӗ. Гидроцилиндрсемпе гидравлика — хамӑр ҫӗршыврисем. Электромоторсемпе редукторсене те заводрах туса кӑларма йышӑннӑ. Ҫавна май ҫитес ҫул вӑл трактора йӑлтах хамӑр ҫӗршыври компонентсемпе туса кӑларма тытӑнасшӑн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев