Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарти йӗрке хуралҫисем намăссăр хӗрсене çаратакан Мари Эл наркоманӗсене тытса чарнă

Кӳршӗллӗ регионти 24, 30 тата 35 ҫулсенчи арҫынсене ҫынсене вӑрланӑшӑн, ҫаратнӑшӑн, пусахласа укҫа кăларттарнӑшӑн, паспорт вӑрланӑшӑн, наркотик упранӑшӑн явап тыттарӗҫ, тесе пӗлтерет Чăваш халăх сайчӗ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче çак арçынсем Чӑваш Енри сутăнакан хӗрсемпе укҫалла ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ, унтан вӗсен хӑйсем патне лартса тухса кайнӑ.

Çул çинче усалсем хӑйсемпе йӗрке хуралҫисем тесе паллаштарнӑ, мӗнпе аппаланса пурӑннине пӗлтерес килмесен укҫа пама хушнă. Ӳтне укҫалла сутакансенчен пӗри вӗсене 45 пин тенкӗ тыттарнӑ, тепри 70 пин. Хӗрсен сумкисенчи хаклӑ япаласене те ҫаратма именмен наркомансем. Пӗрне 48 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ, теприне 11 пин ытларах. Пӗрин паспортне те илсе кайнă

Мари Элти арҫынсене Шупашкарти тепӗр хӗртен 300 пин тенкӗ илес тесе тапӑннӑ чухне банк уйрӑмӗсенчен пӗри патӗнче тытса чарнӑ. 24-ри каччӑ ҫумӗнче марихуана пулнӑ.

chuvash.org сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев