Шӗвӗ ҫу хакӗ ӳсме чарӑнмалла
Тутарстанра шӗвӗ ҫу хакӗсене федераллӑ мерӑсем пулӑшнипе тытса чарма пулать тесе шанаҫҫӗ
Ҫакӑн ҫинчен ТР ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Наиль Залаков пӗлтернӗ.
Хӗверҫаврӑнӑш ҫӑвӗн хакӗсем ӳсни ҫӗршырӑн шалти рынокӗнчи чӗртаварӑн дефицичӗпе тӳррӗммӗн ҫыхӑннӑ. Ҫулӑ вӑрлӑхсене туянмалли хаксем ӳсни те ҫакӑн ҫине витӗм кунӗ. Курттӑммӑн сутмалли вӑтам хак килограмшӑн вӑтамран 80,7 тенкӗпе танлашать, ку НДС налогӗсӗр-ха. Ҫавӑн пула шӗвӗ ҫу та, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчипе танлаштарсан, 27,5 процента ӳснӗ.
Хаксене стабилизацилеме Раҫҫейӗн Премьер-министрӗ Михаил Мишустин 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен чикӗ леш енне сутлӑха ӑсатӑнакан рапс тата хӗверҫаврӑнӑш вӑрлӑхӗсен хакне таможня пошлинине тата 30 процента ӳстермелли постановлени ҫине алӑ пуснӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев