Сиктӗрмесем вырмана чи малтан вӗçленӗ
Пӗр гектартан илӗнекен вăтам тухăç 34,1 центнера çитнӗ
Элкел районӗнче вырмана чи малтан «Хузангаевское» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӳре вӗçленӗ. Хуçалăх комбайнӗсем июлӗн 21-мӗшӗнче хирсене тухнă. 12468 гектартан сиктӗрмесем 49353 тонна тырă пухса илнӗ. Хирте тӗрлӗ фирма туса кăларнă 32 комбайн ӗçленӗ, вӗсем пухнă тырра 21 КамАЗпа турртарнă.
«Хузангаевское» хуçалăхра тырă типӗтекен оборудовани талăкне 2500 тонна тырра ӗçе кӗртсе ӗлкӗреет.
Элкел районӗнче паянхи куна 29,4 пин гектара тырăран тасатса 100,1 пин тонна тырпул пухса илнӗ. Пӗр гектартан илӗнекен вăтам тухăç 34,1 центнера çитнӗ.
ТР Ял хуçалăх министерствин сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев