Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Симӗс фитнес» картишсене куçать

Дворта пурăнакансем хӗйсем патӗнче тренировкăсем ирттересшӗн пулсан, «Симӗс фитнеса» йӗркелекенсем патне çырса яма пултараçӗ

Тутарстанри парксенче ӗнтӗ улттăмӗш çул иртекен «Симӗс фитнес» проект пурнăçа кӗрсе пурат. Кăçал ăна хулсанчи дворсене куçарасшăн.

Çакăн çинчен «Татар-информ» агенство ирттернӗ пресс-конференцире «Хастар çамрăксен корпорацийӗн» президенчӗ тата проект ертӳçи Мурат Димитров каласа пачӗ.

«Кăçал пирӗн тӗллевре – занятисене пурнан комплекссенчи дворсенче ирттересси, çавăнпа та эпир халӗ юрăхлă дворсене шырассипе аппаланатпăр. Тутарстанӗпе ӗнтӗ 30 картиш тупрăмăр», – тесе пӗлерчӗ Димитров.

Вăл палăртнă тăрăх, дворта пурăнакансем хӗйсем патӗнче тренировкăсем ирттересшӗн пулсан, «Симӗс фитнеса» йӗркелекенсем патне çырса яма пултараçӗ. Анчах та çакăн валли вӗсен сахалтан та 30 çын пуçтармалла, ун чухне двора тăтăш занятисем ирттерме тренер яма пултараççӗ.

Урамра иртекен «Симӗс фитнесăн» çӗнӗ сезонӗ Тутарстанра майăн 22-мӗшӗнче пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев