Синоптиксем паян та Тутарстанра юр, пăрлă çумăр, тӗтре пуласси çинчен асăрхаттараççӗ
«Казанские ведомости» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, ӗнер пăрлă çумăра пула хулари трамвайсем те пӗр авкă вăхăт вырăнтан хускалайман.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстан территорийӗнче каллех япăх çанталăк пулать. Республикăра тӗтре, пăрлак, юр, йӗпе юр, пăрлă çумăр таранчченех пулмалла. Синоптиксем асăрхаттарнă тăрăх, каçпа юр тата хытăрах çума пултарать. Сывлăш температури çӗрле те, кăнтăрла та 0 градусран пуçласа –5 градус таран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев