Сивӗ ҫанталӑкра шкула джемперпа ҫӳреме юрать
Ҫакнашкал йышӑнӑва республикӑн Премьер-министрӗ Алексей Песошин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ
Тутарстанра шкул формин требованийӗсене ҫӗнетнӗ. Халӗ вӗренекен хӗрачасем сивӗ ҫанталӑкра уроксене япшар мар тӗслӗ джемпер, свитер е полувер тӑхӑнса ҫӳреме пултараҫҫӗ. Ҫакнашкал йышӑнӑва республикӑн Премьер-министрӗ Алексей Песошин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Унсӑр пуҫне вӗренекен хӗрачасем тваткал-тваткал е йӗрлӗ-йӗрлӗ тум тӑхӑнса килме пултараҫҫӗ шкула.
Шкул ачисен тумӗн сӑнне, ҫав шутра фасонӗпе тӗсне "вӗрентӳ организацийӗн вырӑнти нормативлӑ актӗнче палӑртаҫҫӗ" тесе ҫырнӑ постановленире.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев