Сирена вӑл автан пекех, вӑхӑтлӑ авӑтмалла
Министр ҫумӗ пирки «Злоупотребление полномочиями» тата «Присвоение или растрата» статьясемпе уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тытса чарнӑ. Часах суд пулмалла
Чрезвычайлӑ лару-тӑрупа гражан оборони министрӗн ҫумне систерӳ сиренисемпе махинацисенче айӑплаҫҫӗ
Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Раҫҫей следстви комитечӗн следстви управленийӗн ертӳҫин пулӑшаканӗ Андрей Шептицкий пӗлтернӗ.
Следстви версийӗпе 2013-2019 ҫулсенче ТР МЧСӗ тулли мар яваплӑхлӑ «Спецлаб-Казань» тата «Территория безопасности» пӗрлешӳсемпе систерӳ системин сиренисене вырнаҫтарасси пирки килӗшӳ тунӑ. Контракт хакӗ 56,7 млн тенкӗ пулнӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн асӑннӑ предприятисен палӑртман ӗҫченӗсем министр ҫумӗпе кавара кӗрсе, ӗҫе йӑнӑшсемпе туса, контракт условийӗсене пурнӑҫа кӗртмен.
Ҫакӑн хыҫҫӑн министр ҫумӗпе МЧСӑн палӑртман ӗҫченӗсем ӗҫсене йышӑннӑ. Сиренӑсем ҫаплах ӗҫлеме хатӗр пулман. Укҫисене вара илнӗ те, тӑкакласа та ӗлкӗрнӗ.
Министр ҫумӗ пирки «Злоупотребление полномочиями» тата «Присвоение или растрата» статьясемпе уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тытса чарнӑ. Часах суд пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев