Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисем валли конкурс пуçарса янă

Халăхсен хушшинчи барс кунне халалланă «Снежный Барс» пултарулăх конкурсӗн çӗнтерӳçисем Алтая çул тытӗç. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ брифингра ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗн çумӗ Ольга Манидичева пӗлтерчӗ.

Биологи тӗрлӗ енлӗхне упракан «Снежный Барс» наукăпа тӗпчев центрӗ ӳкерчӗксен, ал ӗçӗсен тата плакатсен конкурсне ирттерет. Конкурс тӗллевӗ – çутçанталăка упрама вӗрентесси тата сайра тӗл пулакан чӗрчунсем çинчен каласа парасси. Халăхсен хушшинчи барс кунне халалланă  конкурса  ТР Раисӗ Рустам Минниханов хушнипе ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви илсе пыракан ирбиссен (снежный барс)  популяцине упраса хăварас тата ерчетес ӗç шайӗнче ирттереççӗ.

«Ачасен пӗрремӗш ӗçӗсем килме пуçларӗç. Октябрӗн 23-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ тăвăтпăр. Алтай Республикинчи çӗнӗ Ăслăлăхпа тӗпчев центрне кайма май пурри питӗ кăсăклă парне. Эпир пӗр çӗнтерӳçӗ çинче чарăнса тăмăпăр. Вӗсене тӗрлӗ ӳсӗмри ушкăнсенче палăртăпăр», – пӗлтерчӗ Ольга Манидичева.

Конкурса  виçӗ ӳсемри шкул ачисем хутшăнма пултараççӗ: 1-4 классем – ал ӗçӗсемпе ӳкерчӗксем; 5-9 классем – ӳкерчӗксемпе плакатсем; 10-11 классем-ӳкерчӗксемпе плакатсем хатӗрлемелле.

Конкурс тапхăрӗсем:

  • октябрӗн  1-17-мӗшӗсенче  заявкăсем йышăнасси;
  • октябрӗн  20-мӗшӗнче çӗнтерӳçӗсене палăртасси;
  • октябрӗн 23-мӗшӗнче ӗçсен куравне йӗркелесси, чаплă лару-тăрура çӗнтерӳçӗсене чысласси.

Тӗп парне – Алтай Республикинчи «Снежный барс»  наука центрне кайма путевка. Унта сайра тӗл пулакан чӗрчунсене курма, ăсчахсен ӗçӗсемпе паллашма пулать.

Заявкăсемпе ӗçсене snowbars.center@mail.ru тата  Vyacheslav.Dolgov@tatar.ru  адрессемпе йышăнаççӗ, оригиналсене Хусанти Павлюхин урамӗнчи  75 çурта килсе пама пулать. Хушма информацие 8(937)287-54-72 телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать.

Аса илтеретпӗр, сайра тӗл пулакан чӗрчунсене, уйрăмах ирбиссене сыхласа хăварас тӗллевпе 2022 çулта Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов наука центрӗ йӗркелеме хушнă. 2024 çулта Алтай Республикин Майма районӗнче вăл ӗçлеме пуçланă. Кăçал унта пӗрремӗш ирбиссене – Батырапа Жаниша (аçасем ) тата  Умайпа Кисуня (амасене) – илсе çитернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология Конкурс красоты снежный барс