Шкул ачисене операци системисемпе паллаштарӗç
Февралӗн 10 мӗшӗнчен пуçласа мартăн 2-мӗшӗччен Тутарстанăн шкулӗсенче вӗренекенсем валли «Цифра урокӗ» проект шайӗнче «Секреты операционных систем» темăпа уроксем ирттереççӗ.
Уроксенче 1-11 класра вӗренекенсем операци системин пӗлтерӗшне ăнланма, вӗсен тӗсӗсене, тытăмне тата функцийӗсене тӗпчеме, информаци технологийӗсен сферинче хăйсен компетентлăхне ӳстерме пултараççӗ.
Организаторсем пӗлтернӗ тăрăх, урок теори пайӗнчен (видеолекци) тата практика пайӗнчен тăрать. Практика заданийӗсене вӗренекенсен çулӗсемпе виçӗ категорие уйăрнă: кӗçӗннисем (1-4 классем), вăтам классем (5-9 классем) тата аслисем (10-11 классем). Урок вӗçленнӗ хыççăн пурне те сертификат параççӗ.
Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев