ШКУЛ ПӖТЕРЕКЕНСЕНЕ ĂНĂÇУ СУНАТПĂР!
Ку эрне шкул пӗтерекенсемпе вӗрентекенсемшӗн, ашшӗ-амăшсемшӗн хумхануллă пулчӗ
Тутарстанри шкулсенче «Юлашки шăнкăрав» уяв мероприятийӗсем майăн 22-23-мӗшӗсенче, хăш-пӗр шкулта майăн 25-мӗшӗнче иртрӗç. Кăçал 11 класс пӗтерекенсем республикăра 14844-ăн. Тăххăрмӗш класс пӗтерекенсем 41192-ӗн. Умра атьсен çирӗп тӗрӗслев – патшалăх экзаменӗсем. РФ Çутӗç министерствипе Роспотребнадзор йышăнăвӗпе майăн 26-мӗшӗнче географипе, литературăпа, химипе пӗрремӗш экзамен тытаççӗ. Майăн 29-мӗшӗнче ППЭ вырăс чӗлхипе, июнӗн 1-мӗшӗнче математикăпа, июнӗн 5-мӗшӗнче историпе, физикăпа, июнӗн 8-мӗшӗнче обществознанипе, июнӗн 13-мӗшӗнче ют чӗлхесемпе (çырса), июнӗн 19-20-мӗшӗсенче ют чӗлхесемпе (сăмахпа каласа) параççӗ. Атьсене пурне те ăнăçу сунатпăр, малашнехи çулăр такăр пултăр!
Хамăр инф.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев