Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкула килнӗ ачана каялла кăларса ямӗç

Енчен те ашшӗ-амăшӗсен ачисене килӗнче никампа хăварма çук пулсан, шкулсем вӗсене кирек мӗнле çанталăк пулсан та йышăнаççӗ.

Çакăн çинчен Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерствинчен пӗлтернӗ.
Шартлама сивӗсене пула Тутарстанри чылай шкулта занятисем иртмеççӗ. Хăш-пӗр вӗрентӳ заведенийӗ вӗренекенсемпе дистанциллӗ вӗрентӳ режимне суйласа илнӗ. Çав вăхăтра, енчен те ашшӗ-амăшӗсен ачисене килӗнче никампа та хăварма çук пулсан, шкулсем вӗсене тулта кирек мӗнле температура пулсан та йышăнаççӗ. 
«Сивӗре шкула килнӗ ачапа педагогсем ӗçлӗç, вӗсене вӗри апат çитерӗç. Термометрсен кăтартăвӗсене пăхмасăрах, Тутарстанри шкулсем тата педагогсен коллективӗсем тулли составпа яланхи режимпа ӗçлеççӗ», – тесе пӗлтернӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службинче.
Вӗрентӳ учрежденийӗсенчи температура режимӗ мӗн пур нормăсемпе требованисене тивӗçтерни çинчен пӗлтереççӗ ведомствăра журналистсемпе ӗçлекенсем. 
«Татар-информ» тата Светлана Садыкова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев