Сокуры патӗнче хăçан пробкăсем пӗтеççӗ?
Çӗнӗ хыпарсем

Сокуры патӗнче хăçан пробкăсем пӗтеççӗ?

Кама леш енчи районсенчен Хусана час-час çӳрекенсем пӗлеççӗ ӗнтӗ, Лайăш районӗнчи Сокуры поселокӗ патӗнчен иртнӗ чухне час-часах пробкăна лекетӗн. Уйрăмах канмалли кунсенче Хусана таврăннă чухне. Ку проблемăна 2025 – 2027 çулсенче татса пама палăртнă.

«Сокуры патӗнчи хальхи виççӗмӗш категориллӗ çул транспорт нагрузкине чăтаймасть – чи «хӗрӳ» сехетсенче кунта 24000 автомобиль иртет. Ку çул Хусана каякан çӗрте пулнăран ăна пӗрремӗш категори çине куçарма йышăннă«, – тесе пӗлтерет «Волго-Вятскуправтодорăн» пресс-служби.

Кунти çула тăватă полосаллă тума палăртнă, çавăн пекех тӗрлӗ шайлă 6 развязка, çав шутра 6 путепровод, Мёша тата Каипка юханшывӗсем урлă икӗ кӗпер тата çулсем урлă çынсем çуран каçмалли 6 кӗпер тăвасси планра.

Палăртнă ӗçсене пурнăçласан Хусан çулӗпе çӳрекенсем пробкăра ларса хаклă вăхăта çухатмӗччӗç.


Нет комментариев