Сосновский пултăранӗпе (борщевикпа) епле кӗрешмелле?
Сосновский пултăранӗ – ял хуçалăха, экосистемăсене тата çынсен сывлăхне пысăк суен кӳрекен наркăмăшлă çумкурăк. Тутарстанра вăл çулсерен ӗрчесе пырать. Çак ӳсентăранпа кӗрешме мӗнле мерăсем йышăнаççӗ? Мӗншӗн унпа кӗрешнӗ чухне ятарлă тумтир тăхăнмалла? Кун пирки «Россельхозцентрăн» республикăри филиалӗн ертӳçин çумӗ Гузель Хусаинова пӗлтернӗ.
Ведомство специалисчӗсем çулсерен республика территорийӗсенче мониторинг ирттереççӗ. Июнӗн 24-мӗш тӗлне тунă тишкӗрӳсем тăрăх Тутарстанра наркăмăшлă пултăран уйрăмах çак районсенче сарăлнă:
- Çӳлту – 745,38 га;
- Балтаси – 152,62 га;
- Пӗтреç – 111,0 га;
- Арск – 105,0 га;
- Лайăш – 94,4 га;
- Агрыз – 40,3 г.
Сиенлӗ çăмкурăкпа 2024 çулта республикăри 325 гектарта гербицидсемпе тата 699 гектара агротехника меслечӗсемпе, кăçалхи ултă уйăх хушшинче 439 гектара хими препарачӗсемпе усă курса тата 311 гектара алă вӗççӗн çулса кӗрӗшнӗ.
Тутарстанра муниципалитетсем валли сиенлӗ пултăрана пӗтерме субсиди уйăраççӗ. Усăр пуçне РФ Патшалăх Думинче пултăран ернӗ участоксен хуçисене штраф тӳллетересси çинчен калакан закона хатӗрлеççӗ: ахаль çынна – 20 пинрен пуçласа 50 пин тенкӗ таран, организацисене – 400-700 пин тенкӗ.
Сосновский пултăранӗ агрессивлă ӳсен-тăран. Икӗ метр çӳллӗш таран ӳсме пултарать. Ытти ӳсентăрансене пусарать, тăпра тытăмне улăштарать. Унăн сӗткенӗ ӳте çунтарать. Вăтамран илсен пӗр тӗпрен 100 пине яхăн вăрă тухать, вӗсем çӗрте 5-15 çул упранаççӗ, çавăнпа та унпа кӗрешме çăмăлах мар.
Борщевикпа мӗнле тӗрӗс кӗрешмелле?
1. Халăх пурăнакан вырăнсемпе дачăсенче:
- тăтăшах çулса тăмалла (20 см ӳссенех);
- тымарӗпех чавса кăлармалла;
- чечекӗсене çунтармалла.
2. Ялхуçалăх çӗрӗсенче:
- çӗре сухаланă хыççăн тырпул е пăрçа акмалла.
3. Çулсемпе шыв-шурсем патӗнче:
- Сезонра 2-3 хут çулмалла е гербицидсемпе усă курмалла.
- Шыв сыхлавӗн тăрăхӗнче пултăранпа алă вӗççӗн кăна кӗрешме юрать.
Кун чухне ятарлă тумтирпе (капюшонлă шыв витмен костюм, резина атăпа перчетке, ятарлă куçлăх, респераторсемпе е маскăсем) усă курмалла. Ку ӗçе ирхине е каçхине, сывлăш температури пысăк мар чухне пурнăçламалла. Пултăран сӗткенӗ ӳт çине лекрӗ пулсан, ăна хăвăртрах супăньпе çуса врач патне каймалла.
Сосновский пултăранӗ пысăк хăрушлăх, анчах унпа хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса кӗрешсен сиенлӗ ӳсентăранăн ӳсӗмне чакарма пулать.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев