СПИРТЛĂ ШӖВЕК СУТНĂШĂН – ШТРАФ
Нурлат район сучӗн приговорӗпе маларах çак районăн 2-мӗш суд участокӗн миравай судйин постановленийӗпе РФ Административлă право нормисене пăснин кодексӗн 14.17.1 статйин 1-мӗш пайӗнче пăхса тухакан йӗркене пăснăшăн айăплă тесе йышăннă П.-на айăпланă.
Ăна алкогольлӗ тата тытăмӗнче спирт пур шӗвек сутнăшăн 15000 тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунă пулнă.
П. хăй килӗнче М. гражданина закона пăсса 0,375 литр кӗрекен икӗ кӗленче тытăмӗнче 34,5 процент этил спирчӗ пур шӗвек сутнă. Кашни кӗленчине 200 тенкӗпе. Экспертиза палăртнă тăрăх, вăл ГОСТ ыйтнине тивӗçтермен. Асăннă преступление тунăшăн Нурлат район сучӗ П. гражданкăна 20000 тенкӗ тӳлеттерме йышăннă.
Миляуша ФАТХУЛЛИНА,
Нурлат район сучӗн судья пулăшуçи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев