Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗҫсӗррисен хушшинче качакаланакансем те пур

Ӗҫсӗррисен шучӗ Тутарстанра 77 пин ҫынна ҫитнӗ

 

Пандемия вӗҫлениччен ӗҫсӗр ларнӑшӑн парӑнакан патшалӑх пособийӗ 12 пин тенкӗ ытла пулнӑран, питӗ нумай ҫын ӗҫ биржисене учёта тӑрать. Ӗҫлемесӗрех "пенси" илсе ларма чылайӑшӗшӗн меллӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсем хӑш-пӗр ҫӗрте ӗҫлесе 12 пинрен кӑшт нумайрах кӑна илме пултарнӑ. Кунта патшалӑх ҫакнашкал "парне" тунӑ чухне...
Ҫавӑнпах пулмалла ӗҫсӗррисен ҫарӗ чакма шутламасть, ӳссе кӑна пырать. Вӗсем вӗт биржӑра тӑнӑ вӑхӑтра ӑҫта-тӑр вӑрттӑн, хут ҫырмасӑр ӗҫлеме те пултараҫҫӗ. Ун пек качакаланакансем ялсенче те, хулара та нумай.
Ҫапла майпа ӗҫсӗррисен шучӗ Тутарстанра 77 пин ҫынна ҫитнӗ. Вӗсене сӗнекен вакансисен шучӗ те сахал мар – 45 пин.
Эрне хушшинче республикӑри ӗҫпе тивӗҫтерекенсем 3188 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ сӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра ӗҫсӗрлӗх биржине учёта иртнӗ эрнере 1279 ҫын тӑнӑ.
Учёта тӑнӑ ҫӗнӗ ҫынсенчен 53-шӗ организацине ликвидациленипе е ӗҫлекенсен штатне чакарнипе ӗҫне ҫухатнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев