Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ялтах пурӑнасчӗ

«Ялта мӗн тумалла, нимӗн те кӑсӑклантармасть», – теççӗ хăш-пӗрисем. Ӳркенмесен пахча çимӗç çитӗнтер, картишре чӑх-чӗп тыт, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме май пур. Республика сӗнекен тӗрлӗ программăсемпе усă курма пулать. Укçа парса утă илни, паллах, сӗт хакне çырлахтарсах каймасть. Çавӑнпа та пуль ӗнтӗ ытлах усрасшӑн та мар ӗне тавраш. Çук çав, ялта пурӑнса ӗçлекенсене нихӑçан та çӑмӑл пулман. Тупӑшне мар, ытларах тăкакне куратăн.

Ялсенче касура ӗнесен шучӗ çулсерен чакать, çамрӑксем ытлах ӗне усрасшӑн мар. Ытлашши сӗтне сутса тупӑш тума та пулать, анчах та пуçтаракан сӗт хакӗ пӗчӗк пулни кӑмӑла пӑсать. Вунӑ çул каялла ялсенче виçшер кӗту пулнӑ-тăк, халь пурӗ те пӗр кӗтӗве пуçтармалăх ӗнесем çерем çинче симӗс курӑк çисе киленеççӗ. Сурӑхсем те унччен кашни килӗре пулнӑ, çӑмне таптарса, йӗтӗрлесе çӑмха тӑватчӗç. Кӗркуннехи-хӗллехи вӑрӑм каçсенче асанне-кукамайсем ал ӗçӗпе аппаланнӑ, чӑлха-нуски, алсиш çыхса ларнӑ, мӑнукӗсене ăшă нускипе савӑнтарнӑ. Халь ачасем пасар нускипех çырлахаççӗ. Ялта сурӑх тытакансене алăри пӳрнесене хутлатмасӑрах шутлама пулать.
Чӑх усраманнисем те пур, картишне брусчатка сарнӑ та вараланасран хӑраççӗ. Тирпейлӗ пурӑнасшӑн паянхи çамрӑксем. Ялта пурӑнса та картишре чӑхсем пулманни пирки мӗн калăн ӗнтӗ?.. «Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх пулни хитре», – тенӗ ваттисем.
Ялта пурӑнакансем валли «Таса шыв» программăпа килӗшӳллӗн тепӗр çӑмӑллӑх пурнӑçланать. Урамсенче шыв пӑрӑхӗсем тӑсасси те вӗçленет, çуртсене те часах шыв кӗрӗ. Пирӗн асанне-асаттесем ватлӑхра çак çӑмӑллăхсемпе киленсе пурӑнма ӗмӗтленмен те пуль. Пусӑран кун-каçа миçе хутчен витресемпе шыв ӑсса кӗмен-ши? Халӗ крана уçрӑн та – шыв юхать. Кӗпе-йӗм çума та шыв йăтмалла мар, çăвакан машина  вырнаçтарнă. Ырлăх мар-и?
Ял урамӗсенче халь сак çинче ларакансем те курăнсах каймаççӗ.  Телефон пуç пулса тăчӗ, ватти те, çамрăкки те телефонра тем чакаланаççӗ, шыраççӗ. Заказ пама интернет-лавккасем пур. Самана улшăнчӗ – пӗр вырăнта тăмасть, маллалла талпăнать, технологисем ылмашăнаççӗ. Çамрăксем ӗç çуккипе хулана каяççӗ те каялла çуралса ӳснӗ тăван яла таврăнмаççӗ. Ют çӗрте тымар яраççӗ, сайра хутра çеç килеççӗ.
Эх, ялтах пурӑнасчӗ, кӑкӑр тулли таса сывлӑшпа сывласчӗ. Ирсерен тӑри сассине итлесе киленесчӗ. Кил умӗсенче тӗрлӗрен чечексем çеçке çурсан ялсем тата хитре курӑнаççӗ, иртен-çӳрене илемӗпе илӗртсе ӳсеççӗ. Мӗн тери лайӑх-çке ялта пурӑнма! Ӳссе çитӗннӗ вырӑнтан хакли мӗн пур-ши?
 
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи. 
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство село Дрожжановский район