Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ӲСТЕРНӖ ТЫРРА ÇУХАТУСĂР ПУХСА КӖРТЕСЧӖ

Пӗлтӗр рекордлă тухăç илнӗччӗ, кăçал вара вăрах вăхăт типӗ çанталăк тăнипе пысăк тухăçах илес шанăç çук

Çӗр ӗçченӗсем кăçал вырмана ытти çултинчен маларах тухрӗç. Аксу районӗнчи «Аксу Агро» тулли мар яваплăхлă обществăра та кӗрхи тырăсене вырма пуçланă. 14 комбайн Кивӗ Ӳселпе Мюд хирӗсенче иртен пуçласа каçчен ӗçлет çак кунсенче.

Хуçалăхăн Мюдри филиалӗнче малтан темиçе кун каялла кăштах вырса пăхнă, анчах çумăр çуни ӗçе кăшт чăрмав кӳнӗ. Халӗ кунта тăватă комбайн ӗçлет. Филиал ертӳçисем вӗсем çине пысăк шанăçпа пăхаççӗ. Комбайнсем, çӗнӗ пулмасан та, шанчăклăскерсем, механизаторсем вӗсене ӗçе тухиччен лайăх юсаса хатӗрленӗ. 

Хир карапӗсемпе ӗçлекенсен йышӗнче республикăри комбайнерсен конкурсӗнче пӗрре кăна мар çӗнтернӗ Владимир Петров та пур. Вăл вырмара хăйӗн Данил ывăлӗпе, Аксури техникумра вӗренекенскерпе,  пӗрле ӗçлет. Çавăн пекех комбайнерсен пӗлтӗрхи ăмăртăвӗн çӗнтерӳçи Евгений Курдюков та кунтах тăрăшать. Ăна Владимир Наумов пулăшать. Николай Сорокинпа Александр Курдюков, Александр Кустеневпа Василий Кисняшкин та опытлă комбайнерсем. Ку коллектив темиçе çул килӗштерсе ӗçлет ӗнтӗ. 

Çӗнӗ тухăçа турттарас ӗçре «КамАЗпа» тата тракторсемпе Валерий Сухалов, Александр Седов, Николай Кустенев тата Александр Сорокин тăрăшса ӗçлеççӗ. 

– Комбайнерсем пӗтӗм вăйран ӗçлеме тӗллев лартнă, – тет филиал агрономӗ Фаргат Самигулов. – Пӗлтӗр рекордлă тухăç илнӗччӗ, кăçал вара вăрах вăхăт типӗ çанталăк тăнипе пысăк тухăçах илес шанăç çук. Апла пулин те, ку хирсенчи тухăçлăх гектартан 40 центнера яхăн пуласса шанатпăр-ха. 

Кӗрхи тулла çӗртме пусси çине акнă. Кăçалхи пек типӗ çул та тырпул ани май килнӗ таран пысăк тухăç патăр тесе тума пултарнине пӗтӗмпех тунă çӗр ӗçченӗсем – кирлӗ агромероприятисене пурне те вăхăтра туса ирттернӗ. 

Вырма процесне те пӗлсе йӗркеленӗ – кунта никам та кӗтсе тăрса вăхăт çухатмасть. Вӗри апата хирех илсе килсе çитереççӗ комбайнерсене. Кӗтмен-туман çӗртен техника ванас пулсан техпулăшу юнашарах – Фанис Мирзянов сварка тумалли агрегатпа çийӗнчех юсама хатӗр. Ильгизар Питукин шыв турттарать. 

– Кунта пирӗн профессионалсем ӗçлеççӗ. Хуть мӗнле ӗçре те шанăçа тӳрре кăлараççӗ вӗсем. Вӗсен техника пӗлӗвне, ăсталăхне кура пӗр шанчăксăр тăватă комбайн акă ӗнтӗ миçемӗш çул çӗнни пекех кал-кал ӗçлет. Механизаторсем ӗçе тӗплӗн, пӗлсе, тăрăшса пурнăçлаççӗ, мӗнле ӗç хушсан та кирлӗ пек тăваççӗ, – мухтать хăйӗн ӗçченӗсене филиал ертӳçи Газим Шарапов. 

Ертӳçӗ каланă тăрăх, çӗр ӗçченӗсен паянхи задачи – ӳстернӗ тухăçа пӗр çухатусăр пухса кӗртесси, мӗншӗн тесен ку çул çăмăллисенчен мар.

Зинаида Леонтьева. Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев